«Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» конкурс иртӗ
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑвашсем валли «Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» регионсем хушшинчи конкурс ирттерме йышӑннӑ. Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса видеороликсене йышӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2021 ҫулхи халӑх ҫыравне ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Конкурса шкул ачисем, студентсем тата аслӑрах ҫулхисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш илемлӗ литературинчи пӗр хайлава (е хайлав пайне) чӑвашла хитре вуланине ӳкерсе видеоролик туса mussespel@mail.ru электрон почтӑпа пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ярса памалла. Поэзи, проза е драма хайлавӗсенчен пӗрне суйласа илме юрать.
Ыйтусем пулсан +7-8352-58-08-79 номерпе 09.00-18.00 сехетсенче кашни кун (тунти кунпа вырсарни кунсемсӗр пуҫне) шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Тӗплӗнрех