Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планерка иртнĕ
Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планерка иртнĕ. Унта пухăннисем Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн малтанхи кăтартăвĕсене сӳтсе явнă, республика бюджетне 2021 ҫулхи кăрлач уйăхĕнче мĕнле пурнăҫланине тишкернĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов кӑҫалхи кăрлач уйăхĕнче промышленноҫ тытăмĕнче кăшт япăхрах ĕҫленине, кăтарту 96,8 процентпа танлашнине хыпарланă. «Пандеми пур пĕрех пысăк сиен кӳрет, ҫĕршыври пекех, пирĕн республикăра та лару-тăру ҫапларах», - тенĕ вице-премьер сăмаха малалла тăснă май. Палăртмалла, ял хуҫалăх пайĕнче кăтартусем ӳсĕмлĕ пулни куҫ кĕретех. Халăхăн ĕҫ укҫи виҫи кăштах хăпарни сисĕнет, 102,3 процентпа танлашнă.
«Таварсен хакĕпе ҫыхăннă ыйтусем малти вырăна тухса тăраҫҫĕ. Халăхăн тупăшне ӳстерме витĕм кӳрекеннни те ҫакă. Апла пулсан тимлĕ пулмалла», – тесе каланă Дмитрий Краснов.
Республикăри 100 ытла предприяти федерацин влаҫ органĕсемпе ҫыхӑнса ĕҫлет, ĕҫ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетнĕ. Сахăр, тип ҫу хакӗсене уйрăмах тимлĕх уйăраҫҫĕ. Хаксем сăлтавсăр ӳсессине ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Кăрлач уйăхĕнче сахăр хакне 1 процента ҫити чакарнă. Чăх ҫăмарти, сĕт, ҫăнăх тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене те тĕрĕслеве илнĕ, вĕсен хакĕсене ятарлă службăсем асӑрхаса тăраҫҫĕ.
Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Ольга Метелева кăҫалхи кăрлач уйăхĕнчи кăтартусемпе паллаштарнă. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечĕн тупăш пайне 6,5 млрд пурнăҫланă, республика бюджечĕ - 7,5 млрд танлашнă, тăкак пайĕ – 2,7 млрд. Ольга Метелева бюджета налукран сахал укҫа кĕнине асăннă. «Паллă, ҫакӑ та пандемипех ҫыхăннă. Кун пек лару-тăру РФ 11 регионĕнче палӑрать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
«Укҫа-тенкĕ вăхăтра тĕллевлĕн куҫса тăкакланать. Социаллă политика тытăмне ытти чухнехинчен кăштах нумайрах укҫа уйăрнă. Халăха социаллă пулăшусемпе вăхăтра тивĕҫтернĕ - парăм ҫук. Социаллă политика валли республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 1274,9 млн уйăрнă», - тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.
Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев кăрлач уйăхĕ яланхи пекех хăйне евĕр пулнине асăннă. «Пирĕн ытти уйăхсенче хастартарах ĕҫлемелле, иртнĕ уйăхра туса ҫитереймен ĕҫсен вĕҫне-хĕрне тухмалла. Наци проекчĕсемпе ҫыхăннă ĕҫсене кая юлса пурнӑҫласа пыма никамăн та ирĕк ҫук. Кун пирки манма юрамасть, пурин те тăрăшса яваплăха туйса ӗҫлемелле, 2035 ҫулчченхи Стратегине пурнăҫлассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă регион Ертӳҫи.