Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Наука ӗçченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

 Наукӑн хисеплӗ ӗçченӗсем!

 Раççей – чаплӑ ӑсчахсен çӗршывӗ. Вӗсен сумлӑ ячӗсемпе шухăшласа кăларнă ĕҫĕсем тӗнче историне ылтӑн сас паллисемпе кӗрсе юлнӑ.

Ҫӗршывӑн ӑслӑлӑх шкулӗ – тӗнчере чи вӑйлисенчен пӗри. Пирӗн ученӑйсем вӑхӑт кӑларса тӑратакан йывӑрлӑхсене хастарлӑн парӑнтараҫҫӗ, çивӗч ыйтусене татса параççӗ. Коронавирус инфекцийӗн чирӗнчен хӳтӗлекен вакцинӑна чи малтан пирӗн специалистсем шутласа кӑларни те ӑнсӑртран мар. Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр тата вӗсен çитӗнӗвӗсемпе мӑнаçланатпӑр!

Мӗнпур ӑсчаха тата аспиранта прогреспа ҫӗнӗлӗхе хавхалантарас, ҫӗршывӑмӑр вӑй-хӑватне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Сире хавхалану, кӑсӑк та хӑйне евӗрлӗ  шухӑшсем тата вӗсене ӑн­ӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                         Олег Николаев



08 февраля 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter