Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй çумĕнче Ачасен общество канашĕн пĕрремĕш сессине хутшăннă

Олег Николаев встретился с активистами Детского общественного совета

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнăй ҫумĕнчи Ачасен общество канашĕн пĕрремĕш конференц-сессине хутшăннă.  Уҫă калаҫу Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин  министерстви ҫумĕнчи «ЭТКЕР» центрта иртнĕ.  

«Сирĕнтен кашни, Ачасен общество канашĕнче  тăрăшнă май, пысăк яваплăха туять», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.  «Сирĕнпе куҫа-куҫăн тĕл пулса канашлани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.  Эсир – ҫамрăксен пуласлăхӗ ҫине тĕллевлĕ тинкеретĕр, ыранхи пирки те шухăшлатăр, ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетĕр», – тенĕ  вăл сăмаха малалла тăснă май.   Сăмах май, хастарсем влаҫ органĕсен ĕҫ-хĕлне тӳрлетӳсем кĕртме, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансемпе пӗрле ҫамрăксемпе тухӑҫлӑ ĕҫлес тӗлӗшпе тĕрлĕ сĕнӳсем парса пулăшасса шанса каланă.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче Олег Николаев ачасен ыйтăвĕсене хуравланă. Ачасем вĕрентӳ, регион ертӳҫин пурнăҫĕ ҫинчен ыйтса пĕлнĕ. Пушă вăхăтра ертӳҫĕ мĕнпе кăсăкланни, социаллă сетьсене епле хаклани  те хумхантарнӑ ачасене.

Хăйне евĕр кăсăклă та уҫă калаҫушăн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шкул ачисене тав тунă, ӳлĕмрен те вĕсене хастар пулма чĕнсе каланă. Мероприяти вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ, пултаруллисене - пысăк хисепе тивĕҫнисене, ятарлă стипенди илме май паракан свидетельство парса чысланă.

Ачасен общество канашĕн йышне республикăри мĕнпур муниципалитетсенчен 30 хастар кĕнĕ, вĕсене ҫирĕп йӗркепе тĕрĕсленӗ, паха енĕсене хакланă. Ҫӳлерех асăннă канаш  ачасен прависене хӳтĕлеме, пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет, общество канашĕ уполномоченнăйсен ĕçне аталантарма, ача прависем тĕлĕшпе тĕрĕс утăмсем тума май парать. 

 

Фоторепортаж



08 февраля 2021
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter