Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă

Встречи Главы Чувашии с активами муниципалитетов по итогам развития в 2020 году стартовали с Ибресинского района

Нарăс уйăхĕн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă.

Чи малтан Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкула ҫитсе килнĕ. Пӗлтӗр кунта пуҫламӑш классен корпусӗнче 13 млн тенкӗлĕх  юсав ĕҫĕсем туса ирттернĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ вӗренӳ учрежденийӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене пысăка хурса хакланă, уроксенче пулса курнă, вӗренекенсемпе  тĕл пулса калаҫнă. Вӗренӳ корпусӗнче классене тата ытти пӳлӗмсене юсанӑ, шалти инженери тытăмне, ҫавӑн пекех ҫурт фасачӗсене пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ. Кӑҫал шкулта тӗп корпуспа мастерскойсен ҫурчӗсене 32 млн тенкӗлĕх юсама палӑртнӑ.

Олег Николаев хӑтлӑ условисенче  тивĕҫлĕ пӗлӳ парасси  вĕрентекенсен тĕп тĕллевӗ пулнине каланă.  Аса илтеретпӗр, регион Ертӳҫи хӑйӗн  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырӑвӗнче 2025 ҫул тӗлне  мĕнпур кивелнӗ шкулӑн 50 процентне тĕпрен юсама тĕллев лартнă.

Йӗпреҫ районӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явассипе ҫыхăннă анлӑ канашлӑва уҫнӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитетсенче пурӑнакан ҫынсем час-часах ҫӗклекен темиҫе ыйту ҫинчен пĕлтернĕ.  Ҫул-йĕр хăрушсăрлăхĕ ҫинчен уйрăмах тӗплӗн калаҫнă. Ҫавӑн пекех "Патвар" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса тӗпрен юсас ыйтăва та хускатнă ертӳҫĕсем. 2019 ҫулта учрежденине юсама уйӑрса панӑ  укҫапа туллин усă курман.  Объекта тăвакан подрядчик хăй ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламаннине ҫирĕплетнĕ.  Килĕшӳ хутне пăрахăҫланă, укҫана каялла тавăрмалла тунă. Халӗ вырӑнти администраци ҫӗнӗ проект хатӗрленӗ.

Олег Николаев республикӑри мӗнпур проблемӑллӑ объектсенчи лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑни ҫинчен пӗлтернĕ. "Ялан ӗҫлеме хистекен ытти ыйтусем те пур. Кунта ҫав ыйтусен тарӑнӑшӗпе кӑткӑслӑхне шута илмелле, вӗсене пурнӑҫлама плансене тӗплӗн тата уҫӑмлӑн йӗркелесе пыни питӗ кирлӗ.  Муниципалитет пĕрлĕхĕсенче экономикӑна, социаллӑ сферăна аталантармалла ", –  тесе каланă республика Пуҫлӑхӗ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Йӗпреҫ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Семенов тухса калаҫнă. Канашлӑва ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Константин Викторов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Экономика, агропромышленноҫ комплексӗпе экологи комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Владимир Романов хутшӑннӑ.

Тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнӑ май 2021 ҫулта  усă курмасăр выртакан 142 гектар ҫĕр лаптăкне муниципалитетра  пусă ҫаврӑнӑшне кӗртме тӗллев лартнӑ.

"Темиҫе ҫултан халăх яла пурăнма туртăннине  курăпăр. Унта сывлăш тасарах, таварсем экологи енчен паха. Чӑваш Ен территорийӗ – питӗ компактлӑ. Республикăра транспортпа, ҫав шутра чугун ҫулпа та усă курма меллĕ. Ҫитменнине тата кӗҫех Мускав хулипе ҫыхӑнтаракан  автомагистраль уҫăлĕ. Ҫакӑ дистанци мелĕпе ӗҫлекенсемшĕн уйрӑмах меллӗ. Вӗсем пирӗн республикӑра  пурăнса, хула тулашӗнче  те ӗҫлеме пултараҫҫӗ", - палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ.

 

Фоторепортаж



09 февраля 2021
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter