"ЭЛАРА" предприятинче иртнĕ ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ

На «ЭЛАРЕ» подвели итоги юбилейного года

Г.А. Ильенко ячӗллӗ "ЭЛАРА" Наукӑпа производство комплексӗ пӗлтӗр 50 ҫулхи юбилейне уявланă. Нарăс уйăхĕн 8-мӗшӗнче предприяти коллективӗ иртнӗ ҫулхи ӗҫ пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, ҫавӑн пекех производство 51 ҫул тултарнине палӑртнă.  Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин промышленноҫ министрĕ Евгений Герасимов хутшăннă.

"Пандемипе ҫыхӑннӑ кӑткӑслӑха пӑхмасӑрах предприятире договор тивӗҫӗсене пурне те пурнӑҫланӑ кӑна мар, тупӑш шайĕ 10 процент чухлӗ ӳснӗ. Сӑмахран, халӑха кирлӗ таварсем сутасси лайăхланнă, кăтарту пысӑкланнă", - каласа панă  «Г.А. Ильенко  ячĕллĕ "ЭЛАРА Наукӑпа производство комплексӗ" акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ Андрей Углов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика экономикишĕн "ЭЛАРА" ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, наукӑпа производство комплексне аталантарма ӗҫченсем  сахал мар витĕм кӳнине палӑртнă.

"Ҫакна та палӑртмалла: предприяти компетенцисем тӗлӗшпе тулашри хутлӑхпа, рынок конъюнктурипе шайлашуллӑн кал-кал аталанса пырать. Ҫакӑ сире пуласлӑх ҫине хӑюллӑн та шанчӑклӑн пӑхма май парать", - тенĕ вӑл сăмаха малалла тăснă май.

Регион Ертӳҫи "ЭЛАРА" ӗҫтешӗсене малалла та ҫитӗнӳсем тума, ҫамрӑк кадрсене явăҫтарма, умри тĕллевсене туллин пурнăҫласа пыма чĕнсе каланă.

Ертӳҫĕсем предприяти ӗҫченӗсене, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисемпе чысланă.



09 февраля 2021
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter