Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Элара» предприятире пулчĕ

Шупашкарти «ЭЛАРА» общество 51 çул тултарнă ятпа паян çак предприятире савăнăçлă пуху иртрĕ.

Андрей Углов генеральнăй директор унăн 2020 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

— Пĕлтĕр общество умне чăрмав чылай тухса тăчĕ, çапах пурне те сирсе пытăмăр, — терĕ. — Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ 8,1 млрд тенкĕпе танлашрĕ. Ку 2019 çулхинчен 10% ытла пысăкрах.

Предприяти РФ Оборона министерствин организацийĕсене продукципе тивĕçтернипе пĕрлех экономикăн тĕрлĕ отраслĕ валли те тавар виçĕм çулхинчен нумайрах туса кăларнă, тĕп фондсене 445 млн тенкĕлĕх инвестици е 2019 çулхинчен чылай ытларах хывнă. Çакăнпа пĕрлех общество тĕрлĕ шайри бюджета налук 1,113 млрд тенкĕ — виçĕм çулхинчен нумайрах — хывнă. Коллективра вăтамран 3738 çын ĕçленĕ, кунта вăй хуракансен шутне 2019 çулхи шайрах сыхласа хăварма май килнĕ. Кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 49,1 пин тенкĕпе танлашнă.

— Коллектив членĕсен йышне пĕчĕклетме палăртмастпăр, пачах тепĕр майлă — пысăклатсах пыратпăр, — терĕ гендиректор. — Суйласа илнĕ çулпа малаллах каяссишĕн ĕç калăпăшне ÿстерме планлатпăр, çĕнĕ саккассем шыратпăр.

Предприятин пĕлтĕрхи производство ÿсĕмĕ курăмлă. Аталанăвĕн хăвăртлăхĕ пирки чăркăшса калама йывăр. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев продукци сахалрах туса кăларма пуçланă вăл е ку организаци ĕç-хĕлĕпе паллашнă чухне çитменлĕхсене кăтартмасăр каймасть. «ЭЛАРĂРА» вара тĕп кăтарусем ÿсĕмлĕ — тиркейместĕн. Вăл иртнĕ çул еплерех аталаннине итленĕ хыççăн кăмăлĕ çĕкленни тÿрех сисĕнчĕ.

— Предприяти ÿсĕм çулĕпе малаллах пырать, — терĕ. — Çакă — пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта 3 пин ытла çын вăй хурать. Çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе, производствăна аталантарассипе общество ертÿлĕхĕн те, ЧР Правительствин те тĕллевсем пĕрешкел.

Чăн та, вĕсем — пĕр турта хушшинче, лава малаллах туртаççĕ. Олег Николаев Мускавра РФ Правительствинче тата тивĕçлĕ министерствăсенче яваплă должноçри çынсемпе тĕл пулнă чухне предприяти туса кăларакан продукцие çĕршывра вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăва пĕрре çеç мар сÿтсе явнă. Икĕ енлĕ калаçусен усси — куç кĕрет. Общество производствăна кăçал та ÿстересшĕн.

ЧР Пуçлăхĕ коллектива 2021 çулта çитĕнÿ тума вăй-хал, чăтăмлăх, ăнăçу сунчĕ, предприяти çитĕнĕвне пысăк тÿпе хывнă инженерсемпе техниксен, рабочисен ушкăнне федераципе республикăн патшалăх наградисене, çамрăксене ЧР Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантарчĕ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
09 февраля 2021
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter