Чӑваш Ен 2022 ҫул валли тирпей-илем кӗртмелли объектсене суйлас енӗпе рейтинг сасӑлавне хатӗрленет

Чувашия готовится к рейтинговому голосованию по выбору объектов благоустройства на 2022 годПуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере пулакан черетлӗ канашлу ирттернӗ.

Муниципалитет пӗрлӗхӗсенче 2022 ҫул валли тирпей-илем кӗртмелли сасӑлавҫӑсен рейтингне ирттермелли ыйтӑва сӳтсе явнă. Ӗҫсене "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" проект шайӗнче палӑртнӑ. Сасӑлав  ака уйăхĕн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйăхĕн 30-мӗшӗччен иртет.

Суйлас ӗҫ цифра форматне куҫать. Кӑмӑл тӑвакансем ятарлӑ платформа ҫинче те, ҫывӑхри нумай функциллӗ центрта та сасӑлама пултараҫҫӗ.

Онлайн-сасӑлав ирттерес ӗҫре ятарлӑ пӗлӳ илнĕ волонтерсене явăҫтараҫҫĕ. Вӗсем граждансене хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелеме хутшӑнмалли проектсем ҫинчен пӗлтерӗҫ. Вӗсем урлӑ платформа ҫинче регистрациленме тата телефон номерӗпе сасӑлама пулать.

«Уйрӑмах Интернетпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пур халӑх пурӑнакан вырӑнсем ҫине тимлех уйăрмалла», - тенĕ Олег Николаев. «Ҫакна шута илмелле: волонтерсем, куҫӑмлӑ  ресурссем ҫине информаци тиеме май пур пулсан, ҫынсене мӗн тумаллине ӑнлантарса пама пултарччӑр, пуринчен ытла ҫак процесра халăхăн шухӑшӗсене шута илччӗр», - тесе хушса каланă вăл.

Хутса ăшăтмалли тапхăр мӗнле пулнине те паянхи канашлура пӑхса тухнӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, топливӑпа энергетика ресурсӗсемпе усă курнăшăн организацисен парӑмӗ 10,1% чакнӑ. Электричество энергийӗпе ҫыхӑннӑ парӑм 10 % чакнӑ, ҫутҫанталӑк газӗшӗн – 11 %, ӑшӑ энергишӗн - 7 % пĕчĕкленнĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче хăш-пĕр муниципалитетсенче сиксе тухакан ыйтусем ҫине тимлĕрех пăхма хушнă республика Пуҫлăхĕ.  Ҫитес тапхăрта ҫакнашкал йывăрлăхсем пулмалла маррине асăрхаттарнă. Кирек-епле ыйтăва та ҫийĕнчех татса памалла, халăх вăраха кайса ĕҫленине юратмасть.  

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов "Ҫӗр улми – 2021" регионсем хушшинчи XIII курава хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ. Мероприяти пуш уйӑхӗн 4-5-мӗшӗнче "Контур" ТВК-ра иртет. Унта ҫӗр улми, вӑрлӑх, пысăк  технологиллĕ хатĕрсем туса кӑларакансем тата ыттисем те хутшӑнӗҫ.  Туянакансене валли паха таварсем илсе килĕҫ, тĕрлĕ конкурс иртĕ.

Ҫавӑн пекех "Раҫҫейре ҫӗр улмине ĕрчетес" наукӑпа практика конференцийĕ  пулать, унта пухăннисем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашĕҫ.

Фоторепортаж



01 марта 2021
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter