Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Общество палатин членĕсемпе ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ

Общественная палата Чувашии отмечает 10 лет со дня образования и готовится к обновлению Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Общество палатин Канашӗн членӗсемпе тата регионти общество канашӗсен председателӗсемпе ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ  пулăмпа - Чӑваш Республикин Общество палатине йĕркеленĕренпе  10 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă пысăк ĕҫсемшĕн тав тунă.

"Эпир сирӗнпе пӗр ҫул каялла тӗл пулнӑччӗ. Гражданла общество институчӗсене аталантарни, коммерциллӗ мар организацисен ӗҫ-хӗлне йĕркелесси, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне общественноҫ хутшӑнма кирли ҫинчен калаҫнӑ, темиҫе мероприяти ирттерме палӑртнӑччĕ. Паянхи куна нумайӑшне пурнӑҫа кӗртме май килнӗ", - тенӗ вӑл.

Саккунсен ҫӗнӗлӗхĕсене пула общество палатин статусӗ ӳсрӗ, полномочисем анлӑланчӗҫ.

Чӑваш Республикин Общество палатин председателӗ Алексей Судленков иртнӗ ҫулсенче пысӑк опыт пухнине, нумай пуҫару пурнӑҫлани ҫинчен каласа панă. "Общество палатин витĕмлĕхне кура эпир ӗҫлеме пултаракан института йӗркелеме пултартӑмӑр. Халӑха хумхантаракан чи ҫивӗч ыйтусене татса пама пултартӑмӑр», - тенĕ вăл. «Общество палати вӑл - халӑхпа власть хушшинчи диалог никӗсӗ. Вӑл тӗрлӗ паха енсене тĕпе хурса ĕҫлет: ҫавра сӗтелсем, уҫă калаҫусем тăтăшах йĕркелет», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Тӗлпулура Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем тата муниципаллӑ районсемпе хула округӗсен обществӑлла канашсен ӗҫне, обществӑлла тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явнă.  Сăмах май, Чӑваш Республикин Общество палатин ҫитес тапхӑрти тĕллевĕсене те пӑхса тухнӑ.

" Ĕҫсене малалла та ҫапла пурнăҫламалла, ҫĕнĕрен те ҫӗнӗ майсене шырамалла, цифра ҫине куҫма тăрăшмалла, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисене ытларах пурнăҫа кĕртмелле", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Общество палатин йышĕ ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелессине палӑртнӑ. "Ҫӗнетӳ пулатех пулӗ тетӗп", - тенӗ Олег Николаев.  "Ҫав хушӑрах халӑхшӑн, обществӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлес текен туртăм пысăк пулмалла", - тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ.

Фоторепортаж



01 марта 2021
18:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter