Сумлӑ ҫынна – сумлӑ награда

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.

Чӑваш тӗнчин шурсухалне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

Виталий Петровича Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче чысланӑ. Кӑҫал Культура министерстви 85 ҫулхи юбилейне уявлӗ. Светлана Каликова министр отрасль ветеранӗсене культурӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.

 



https://www.chuvash.org/news/27936.html
01 марта 2021
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter