Çĕмĕрлере 50 çул пĕрле пурăнакансене чысланă

Вĕсем кашни йывăрлăха пĕрле парăнтарма, кирек епле лару-тăрура та юнашар пулма хăнăхнă. Нумаях пулмасть Çĕмĕрле районĕнче икĕ çемье çавра çула /мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине/ уявланă. Вĕсем — Евгений Николаевичпа Людмила Ивановна Никифоровсем, Николай Алексеевичпа Ольга Васильевна Костяковсем.

Никифоровсен çемье историйĕ питĕ кăсăклă. Евгений Николаевич çара кайичченех пĕр хĕре килĕштернĕ — вăл ăна салтака ăсатнă, кĕтсе илнĕ. Пĕлӳ илнĕ хыççăн вĕсем мăшăрланнă. Евгений Николаевич чылай вăхăт Çĕмĕрлери машина тăвакан заводра ĕçленĕ, Людмила Ивановна — хулари суту-илӳре. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, халĕ мăнуксемпе савăнса пурăнаççĕ.

Тепĕр çемье çинчен те ыррине çеç калама пулать. Николай Костяков хаваслă хĕре Шупашкарта асăрханă. Ольга Васильевна юрлама юратнă, çав юрăсене халĕ те астăвать. Туслă çемьере пĕр ывăлпа икĕ хĕр ӳстернĕ, мăнуксемпе йăпанса пурăнаççĕ.

Çĕмĕрле хула администрацийĕнче çак çемьесем çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртаççĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те вĕсем питĕ хастар, кил хуçалăхра тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсене курса ыттисем те хавхаланаççĕ.

www.hypar.ru 

 



10 марта 2021
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter