Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ

Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Вӗсем – 2-мӗш олимп резервӗн спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Раҫҫей командине ҫавӑн пекех Анастасия Таталина (Мускав) тата Дмитрий Макаров (Красноярск тӑрӑхӗ) кӗнӗ.

Фрийстайлӑн «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинисенчи ӑмӑртӑвӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пуш уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртӗ. «Слоуп-стайл» квалификацийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ, 13-мӗшӗнче финал пулӗ. «Биг-эйр» дисциплинипе квалификаци пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ, финал – 16-мӗшӗнче.

Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна ыран ҫеҫ тухса кайӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнаймӗҫ.

Тӗплӗнрех 



10 марта 2021
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter