ЧЭСКăн электрон сервисĕ: хăвăрт тата меллĕ
Энергетиксен вырăнти влаç ертӳлĕхĕпе сӳтсе явмалли ыйтусем пайтах. Чăваш энергосбыт компанийĕн районсен Патăрьелĕнчи пĕрлехи уйрăмĕн директорĕн Дмитрий Гавриловăн тата Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн çак кунсенче иртнĕ тĕл пулăвĕнче те пĕрле тишкерсе татса памалли ыйтусем тавра калаçу пулнă.
Çав шутра — хĕллехи-çуркуннехи тапхăрти ĕç ыйтăвĕсем. Енсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, муниципалитет территорийĕнче иртнĕ çулталăкра энергосистема ĕçĕ пăсăлнă тĕслĕхсене шута илмен. Бюджет предприятийĕсен, тĕрлĕ харпăрлăхри организацисен электричествăшăн тӳлес енĕпе парăмсем çуккине те кăмăллăн палăртнă.
Тĕл пулура пăхса тухнă тепĕр тема — Чăваш энергосбыт компанийĕн дистанци сервисĕсене аталантарасси. Тĕслĕхрен, потребительсем квитанцисене электрон мелĕпе илсе тăма пуçласси. «Çак сервиспа усă куракансем тӳлев шучĕсене хăйсен электрон почти урлă илеççĕ, «кивĕ» йĕркепе усă куракан клиентсем патне вара хут çине пичетлесе ăсатакан тӳлев докуменчĕ темиçе кун каярах тин çитет. Елчĕк районĕнче пурăнакансене электрон квитанци илмелли меллĕ сервиспа усă курма сĕнетпĕр», — тенĕ Дмитрий Гаврилов.
Леонард Левый хăй вара Чăваш энергосбыт компанийĕнчен квитанцисене электрон мелĕпе йышăнма пуçламашкăн та ĕлкĕрнĕ иккен. «Технологисен тĕлĕнмелле пысăк хăвăртлăхлă аталанăвĕн ĕмĕрĕнче вăхăтпа тан утмалла, — тенĕ Леонард Васильевич. — Мĕн пур тӳлев хутне электрон мелĕпе илни квитанцисене хăвăрт тӳлеме май парать, укçа-тенкĕпе çыхăннă пĕтĕм ĕç-пуçа куç умĕнче тытма пулăшать».