Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ

В Чувашии сходы граждан по вопросам самообложения планируют разрешить проводить на части территории населенного пунктаПуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, ăна Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков йĕркелесе ертсе пынă.

Паянхи ларура граждансен пухӑвӗсене йĕркелеме, сулăм укҫине  пухассипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухма май паракан саккун проектне ырланă. Сӑмахран: микрорайон, нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр ушкӑнӗ тата нумай хваттерлӗ ҫурт подъезчӗ те пулма пултарать. Халӑх пурӑнакан вырӑн территорийӗн чиккисене палӑртмалли виҫепе, саккун проекчӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех пурӑнакан граждансен шучӗ те пулать – территорире вунӑ ҫынран кая мар пурӑнмалла.

"2020 ҫулта чӳк уйӑхӗччен халӑх пурӑнакан вырӑнӑн пӗтӗм территорийӗнче граждансен пухӑвӗ харпӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе пурнӑҫланма пултарни ҫинчен калакан ĕҫ хучĕсем федераци саккунӗсемпе тӳр килнĕ.  Федераци саккунне тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртнӗ, хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсенче халӑх пурӑнакан вырӑнӑн уйрӑм территорийӗсенче пухусене ирттерме юрать", - пӗлтернӗ Патшалăх юстици службин  ертӳҫи Дмитрий Сержантов. «Ҫакăн евĕр саккунсене Раҫҫей Федерацийӗн пилӗк регионӗнче кӑна йышӑннӑ», -  тесе хушса хунă вӑл.

Республика Правительстви 2021 ҫулта Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен хула округӗсен бюджечӗсене вырӑнти пуҫарусенче никӗсленнӗ общество инфратытӑмне аталантармалли проектсене пурнӑҫлама субсидисем уйӑрса памалли йышăну тунă.

2020 ҫулхи ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсем пирки  ведомство доклачĕпе Чӑваш Республикинче предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ĕҫлекен Уполномоченнӑй Александр Рыбаков тухса калаҫнӑ. Вӑл пӗлтӗр бизнес представителӗсене социологи тӗпчевӗ ирттерни пирки каласа хăварнă,  пĕтĕмлетӳсемпе паллаштарнă. Предпринимательсенчен 45 проценчӗ административлӑ пусӑма туйни ҫинчен хыпарланă.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.

Александр Рыбаков пӗлтӗр предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен регионти уполномоченнӑй аппаратне 2 хут ытларах ыйтусем килсе ҫитнине пĕлтернĕ.  "Ҫăхавсене тишкерӳ тунă хыҫҫăн, кирлĕ пек ятарлă служба ĕҫченĕсемпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ. Пĕр-пĕриншĕн сахал мар усăллă ĕҫсем пурнăҫланă», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Кун йĕркинчи ытти ыйтусене те тишкернĕ, пуринпе те тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  

Фоторепортаж



10 марта 2021
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter