Çуркунне чир сарăлас хăрушлăх пысăк

Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал коронавируспа 5220 çын чирленĕ, вĕсенчен 4900-шĕ сывалнă. «Стационарта 1032 çын медпулăшу илет, вĕсенчен 23-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. 3 пин ытла çын килте сипленет. Кăçал 706 çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра санаторисенче 196 çын сиплев курсĕ илет», — терĕ Владимир Геннадьевич. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 25342 çын тутарнă. Тĕрлĕ вырăнта вакцинаци тумалли 56 пункт йĕркеленĕ тата 5 мобильлĕ ушкăн куллен çынсене йышăнать.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Елена Прокопьева каланă тăрăх, коронавируспа чирлекенсен шучĕ пирĕн республикăра 1,5 хут чакнă, яланхи пекех аслă ӳсĕмри çынсем уйрăмах аптăраççĕ. Çавăн пекех суту-илӳпе пулăшу сферисенче ĕçлекенсен хушшинче чирлекен нумай. 17 учрежденипе предприятире пĕрер е икшер çынна инфекци ернĕ. Шупашкарти 55-мĕш шкулта вара 3 тĕслĕх тупса палăртнă — ачасем чирленĕ. Ют çĕршывсенчен килнĕ 64 çынна регистрациленĕ. Вĕсем çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă. Роспотребнадзор ĕçченĕсем икĕ уйăхра тĕрлĕ предприятие тĕрĕсленĕ хыççăн 1500 яхăн предписани панă, юлашки кунсенче икĕ ертӳçĕ тĕлĕшпе протокол çырнă. Елена Геннадьевна çурхи ăшă кунсем çитнĕ май ОРВИпе коронавирус сарăлас хăрушлăх пуррине, çавна май асăрханулăх мерисене пăхăнма манмалла маррине палăртрĕ.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсем çинчен каласа кăтартрĕ. 220 ушкăн икĕ эрнере суту-илӳ, общество апатланăвĕн тата транспорт обьекчĕсене тĕрĕслесе 137 протокол çырнă. Ку енĕпе Шупашкар, Вăрмар, Комсомольски, Элĕк районĕсенчи тĕрĕслевçĕсем уйрăмах лайăх ĕçленĕ тĕк Шăмăршă, Çĕрпӳ районĕсенчи кăтартусем япăхрах. Алла Леонидовна пĕлтернĕ тăрăх, чир-чĕре пула республикăри çичĕ класс, вăтам тата аслă пĕлӳ паракан учрежденисенчи ултă ушкăн дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, садикри 6 ушкăна карантина хупнă.

Ларура Çăварни уявĕпе çыхăннă ыйту çинче те чарăнса тăчĕç. Культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, мартăн 8-14-мĕшĕсенче районсемпе хуласенче 300 яхăн мероприяти ирттерме палăртнă, вĕсене 40 пин ытла çын хутшăнĕ. Çăварни праçникĕ Шупашкарти «Амазони» паркра, Лакрей вăрманĕнче, Николаев паркĕнче, «Тантăш» клубра иртĕç. Елена Прокопьева уявсене хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса йĕркелеме хушрĕ, çынсене унта каяссинчен тытăнса тăма сĕнчĕ. Оперштаб членĕсем мероприятисене Роспотребнадзорпа ШĔМ ĕçченĕсене явăçтармаллине палăртрĕç.

www.hypar.ru 



10 марта 2021
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter