Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗн помощникĕпе Владимир Колчинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чувашия активно включилась в реализацию окружного общественного проекта «Ментальное здоровье»Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи  федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗн помощникĕпе Владимир Колчинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тӗлпулура  Атӑлҫи  федераци округӗн «Ментальное здоровье» (ăс-тăнпа, психологи тĕлĕшĕнчен хавшакраххисене пулăшу памалли тытăм)   общество проектне  епле пурнӑҫа кĕртсе пынине сӳтсе явнă.

Проекта пурнӑҫлас енӗпе Чӑваш Ен тĕплĕ ĕҫлекен регионсенчен пӗри шутланать.  Тĕп тĕллевсем – ачасен вăраха кайнă чирĕсене малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртмалли тытӑм туса хурасси, тӗрлӗ сфера учрежденийӗсен специалисчӗсене вӗрентесси,  ăс-тăнпа, психологи тĕлĕшĕнчен чирлĕ ҫыннисемпе хутшӑнса ӗҫлесси.

Республикӑра  ачасен ҫулталăк ҫурăран пуҫласа виҫĕ ҫула ҫитнисен аут спекторӗ пӑсӑлнине тупса палӑртмалли тытăма туса хунӑ. "Ку кӑтартупа Чӑваш Ен питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлет, "пилӗк плюс" хака тивӗҫлӗ», – тесе каланă паянхи  уҫă тĕлпулура  сумлă хăна Владимир Колчин.

Проекта пурнӑҫланӑ шайра ачасене комплекслӑ майпа медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтермелли пӗтӗм тытăма туса хурӗҫ.

Олег Николаев  хăйĕн сăмахĕнче, чирлĕ ачасене комплекслӑ майпа пулăшупа тивӗҫтермелли тытӑма малалла та хастарлӑн туса пыма хатӗр пулнине палӑртнă.

" Пирĕн тӗллев – ҫынсемшӗн усӑллӑ пуласси тата бюджет укҫи-тенкине чӑннипех кирлӗ проектсене  пурнăҫлама тăкакласси. Проектӑн пӗрремӗш  пайĕ пирĕн регионта питĕ ăнăҫлă пурнăҫа кĕнĕ. Уйрӑммӑн илсен,  ачасене пĕлӳ пама витĕм кӳрекенсен те ятарлă пĕлӳ илмелле, ĕҫре вĕсемпе тĕллевлĕн усă курмалла", - тенĕ Олег Николаев.

Чӑваш Ене килсе ҫитнĕ  сумлă хăна - Владимир Колчин  Шупашкарти 7 № - лӗ  ача сачĕпе 5-мĕш №-лĕ гимназире пулнă. Вăл учрежденисем ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те йăнăш мар.

Фоторепортаж



11 марта 2021
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter