Чăваш Енре «Хĕрарăм тата бизнес» регион шайĕнчи форум иртнĕ
Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Хĕрарăм тата бизнес» регион шайĕнчи форум иртнĕ. Мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă. Предпринимательлĕх тытăмĕ пирки сăмах пуҫарнă май, вăл паянхи пурнăҫ таппинче регион экономикине бизнес пысăк тĕрев панине каланă. «Эпир кунсерен сирĕн ҫитĕнĕвĕрсемпе мăнаҫланатпăр. Предпринимательлĕх сферинче ытларах хĕрарăм кăмăл-сипечĕ сăнарланать тесен те йăнăш пулмĕ. Уйрăмах тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтернĕ шайра самай ҫакă лайăх сисĕнет», - тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.
Форумра предпринимательлĕх пайĕпе ҫыхăннă актуаллă та кăсăклă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси ҫинчен чарăнса тăнă, чи паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан таварсене ытларах калăплама тăрăшмаллине палăртнă. Пысăк технологи витĕмлĕхне те тĕпе хурса пымаллине чĕнсе каланă мероприятине пухăннă ĕҫтешсем. Тăтăшах Мускаври хĕрарăмсен бизнес-пĕрлешӳ пайташĕсемпе уҫă калаҫусем, мастер-классем йĕркелемеллине те асăннă пуҫлăхсем. Юлашки ҫулсенче бизнес-вĕрентӳ аванах вăй илсе пынине, вĕрентӳ программисен материалĕсем те пуянлансах пынине каланă.
Регионта бизнеса витĕм кӳме май паракан пысăк центр хута янă, унăн ячĕ «Манăн бизнес». Енчен те хĕрарăмсем бизнес ĕҫне кӳлĕнес теҫҫĕ пулсан, вăл учрежденинче тавра курăмлăха, ăсталăха туптама та пултараяҫҫĕ. Кунта тарăн пĕлӳ илнĕ специалистсем вĕсене пулăшу пама яланах хатĕр.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов ҫакнашкал форум ĕҫне пуҫарса яни питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. «Пирĕн тăрăха ăста специалистсем килни аван, вĕсем пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашма пултараҫҫĕ, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме те витĕм кӳреҫҫĕ», - тенĕ вăл.