Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Енӗн уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӗн хисеплӗ сотрудникӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Саккунпа урлӑ пулнӑ ҫынсемпе ӗҫлемешкӗн лайӑх хатӗрленӳ, кӑмӑл-сипетпе ҫыхӑннӑ пахалӑхсем кирлӗ.

Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Республикинчи управленийӗн сотрудникӗсен профессионализмне ҫирӗплетекеннисем – ведомство тытӑмӗнчи учрежденисенчи ҫирӗп дисциплина, судпа айӑпласа ирӗксӗр хӑварнӑ граждансене ӗҫпе тивӗҫтерессине ӑнӑҫлӑ йӗркелени, вӗсен социаллӑ адаптацийӗ.

Сире ҫӑмӑл мар службӑра малашне те ӑнӑҫу тума, сире тата ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Олег Николаев



12 марта 2021
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter