Кермен сутса тупăш тăвасшăн

Чăваш Енре «Театрлӑ Атӑлҫи» фестивальпе килĕшÿллĕн пултарулăх тĕлпулăвĕсем иртеççĕ. Сцена ăстисем ача-пăча тата çамрăксен театр ушкăнĕсемпе чĕрĕ калаçусем ирттереççĕ, ĕçсене хакласа сĕнÿ-канаш параççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ.

Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студине 2011 çулхи авăн уйăхĕнче йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи — Руслан Медведев педагог, хореографĕ — Елена Долгова. Студире 9-11-мĕш классем ăсталăха туптаççĕ. Виçĕм çул маттурсем «Наброски судьбы» постановка лартнă та «Театрлӑ Атӑлҫи» фестивальте 3-мĕш вырăн йышăннă. Выляса илнĕ 100 пин тенке хăвăртах тăкакланă — çĕнĕ спектакль валли тумтир çĕлеттернĕ.

— Сценарие хам çыратăп. «Наброски судьбы» постановкăра интернетăн усал витĕмне уçса патăм. Кăçал «Тайна старого замка» спектакль хатĕрлерĕмĕр. Унта ăнсăртран еткер йышăннă çамрăксене сăнларăм. Пурнăç çине çăмăллăн пăхаканскерсем чаплă кермене сутса тупăш тăвасшăн, анчах кил хуçин чунĕ вĕсемпе килĕшмест, — пĕлтерчĕ Руслан Владимирович. Шкул ачисен ĕçне Шупашкарти вырăс драма театрĕн артисчĕ Андрей Аверин хак пачĕ.

— Мĕн вăл театр? Чи малтанах — савăнăç, вăйă. Сцена çине тухсан выльăр! Ташă хусканăвне манни, сăмахсем пуçран вĕçсе тухни темех мар. Эсир çак самантра сцена çинче пурăннине кăтартăр, çакна куракана ĕнентерĕр, — терĕ Андрей Викторович. Екатеринбургра артист специальноçне туптанăскер студент чухнехи пурнăçне аса илчĕ, шкул ачисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Тĕплĕнрех — «Çамрăксен хаçачĕн» черетлĕ номерĕнче.

www.hypar.ru

 



12 марта 2021
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter