Нумай çынна хуçасăр çапкаланчăк йытăсен ыйтăвĕ пăшăрхантарать

Нумай çынна хуçасăр çапкаланчăк йытăсен ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Юлашки вăхăтра вĕсем нумайланнăн та туйăнать.

Тÿрĕ эфирта регион ертӳçи йытăсене ĕлĕкхи пек тытса утилизацилеме юраманнине палăртрĕ. Çавăнпа вĕсем валли муниципалитетсен пĕрлехи приючĕсене тума йышăннă, çакăн валли республика бюджечĕн укçине уйăраççĕ. Çав вăхăтрах Олег Николаев çынсен яваплăха туймаллине те аса илтерчĕ. Йытă усраççĕ тĕк ку пысăк яваплăх пулнине ăнланмалла. Хăй те çак чĕр чуна юратать, ача чухне юратнă йытти те пулнă, анчах халь хӳреллĕ тус валли вăхăт çитмест. Çапах килти чĕр чунсем пур — яваплăха ачисем хăйсем çине илнĕ.

Кил тенĕрен, ку тема тӳрĕ эфирта татах пулчĕ — республика Пуçлăхĕ час-часах юр хырнине пĕлтерчĕ. Кăçал юр нумай та — «уйрăм çуртра пурăннине кура юр çумассерен кĕреçе тытатăп. Юр хырма юрататăп». Кун пирки Муркашсем райцентрта кăçал тротуарсене юртан тасатса тăманшăн кăмăлсăрланса панă ыйтăва хуравланă май каларĕ те — хăйĕнчен тĕслĕх илме сĕннĕнех пулчĕ.

www.hypar.ru

 



15 марта 2021
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter