Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсенче хуравланă

12 марта в социальных сетях ВКонтакте и Инстаграм прошел прямой эфир с Главой Чувашской Республики Олегом НиколаевымРегион Ертӳҫи республика Пуҫлăхĕн официаллă аккаунчĕсенче комментарисенче хӑварас текенсен кашни ыйтӑвӗсем ҫине хуравланă.

Чӑваш Енре пурӑнакансем 2000-е яхӑн ыйту панă. Сехет ҫурӑ хушшинче регион Ертӳҫи темиҫе теҫетке ыйту ҫине хуравланă. Вӗсем ҫӗнӗ микрорайонсенче ҫул-йӗрсем тата инфратытӑм тӑвасси, ял хуҫалӑхне, ачаллă ҫемьесене пулăшасси, транспорт реформи, тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ тĕрлĕ ыйтусем пулнă.

Республикӑра ҫӗнӗ вӗренӳ организацийӗсем тӑвас ыйту ҫине хуравланӑ май Олег Николаев кӑҫал пилӗк шкул тума, тата темиҫе проект ĕҫне пуҫлассине пӗлтернӗ. Сӑмах Шупашкар хулинчи 3 шкул, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫре пӗрер шкул тума пуҫлани ҫинчен пырать. "Пирĕн тӗллев -  кӑҫал ҫак 5 шкула тума тытăнасси", - тесе каланă Олег Николаев.

Пилĕк ҫул хушшинче мĕнпур юхăннă шкулсенчен 50 процентне тирпей-илем кĕртсе хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан стандартсене илсе ҫитермелле. Ҫак тӗллевсене пурнăҫлама  кӑҫал валли 1,3 миллиард тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ача сачĕсене юсаса ҫĕнетме 800 млн тенкӗ уйăрнă.

Шупашкар хулинче "Финская долина" микрорайонта шкулсем тӑвас ыйту та кун йĕркинчех. "Анчах та,  объектăн строительство ĕҫне кăҫалах пуҫламастпӑр", - палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ. Регион Ертӳҫи проектпа смета ĕҫ хучĕсем пурри шкулсем тӑвас енӗпе тӗрлӗ программӑна кӗме май панине асăннă хăйĕн сăмахĕнче.

Общество транспорчӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан ыйтусене хуравланӑ май Олег Николаев республика ака уйăхĕн 1-мӗшӗччен троллейбуссене пурне те илме палӑртнине пӗлтернӗ. "Эпир троллейбуссене кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗччен илетпӗр пулӗ тенӗччӗ, анчах та  усал амак чирĕсене пула 10-шне кăна 2020 ҫулта илтӗмӗр. Халӗ ӗҫе ҫивĕчлетнĕ. Эпир ака уйăхĕн 1-мӗшӗччен троллейбуссем илетпӗр, контракт тӑрӑх финанс обязательствисене тивӗҫтеретпӗр. Ака уйăхĕнче пӗтӗм транспорт  ҫула  тухмалла", - палӑртнă регион Ертӳҫи.

Соцсетьсемпе усӑ куракансем тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе пулӑшу мерисене анлӑлатасси ҫинчен ыйтнă. Олег Николаев  тăлăхсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн тӗрӗслевӗнче пулнине пӗлтернӗ. "Пӗлтӗрех ҫак хушусене панă. Президент федераци тата регион влаҫӗсен ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе 5 ҫул хушшинче ӗҫе йӗркелеме тӗллев лартнине палӑртрӗ", - тесе каланă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Аса илтеретпĕр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе   социаллă сетьре ирттернĕ уҫă  калаҫăва 22 пин ытла ҫын пӑхнă.

Фоторепортаж



15 марта 2021
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter