Пурнăç таппи — социаллă сетьсем урлă

Массăллă коммуникаци мелĕсем паян чăннипех анлă та — республика ертӳлĕхĕ вĕсемпе туллин усă курать. Эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе социаллă сетьсем урлă çыхăнса тӳрĕ линие тухрĕ. Çак меле вăл çынсемпе хутшăнмалли, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене пĕлмелли лайăх май тесе хакларĕ.

Ыйту нумаййине кура Олег Николаев вĕсенчен чылайăшне уйрăм темăсене пĕтĕçтерсе хуравларĕ. Калаçу шкулсен строительствин теминчен пуçланчĕ. Çивĕчлĕх пуррине Олег Алексеевич питĕ лайăх пĕлет. Республикăра 8 пине яхăн ачан çав-çавах икĕ сменăпа вĕренме тивет-ха. Çавна май, паллах, çĕнĕ шкулсем тумалла. Тĕп хулан Университет, Сад, «Лента» микрорайонĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кӳкеçре пулмалли шкулсене кăçал тума тытăнаççех. Çав вăхăтрах чылай шкул çурчĕ кивĕ. 50% ытла юхăннисене пурне те çитес 5 çулта йĕркене кĕртме палăртнă. Авари пулма пултараканнисем те пур. Федераци шайĕнчи тĕрлĕ программăна хутшăнса вĕсен вырăнне те çитес çулсенче çĕнĕ шкулсем тăвасшăн.
Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе, çав территорисене инфратытăмпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва та регион ертӳçи туллин хуравларĕ. Республикăра çĕр лаптăкĕ илес кăмăл пуррине 16 пин ытла çемье пĕлтернĕ. Вĕсенчен 9 пинне çĕр панă. Çав шутран 3 пин лаптăкра пĕтĕм коммуникаци пур — шывран пуçласа газ таран. Анчах нумай ачаллă çемьесем çак çулсенче çĕкленĕ çуртсен шучĕ ытла та пĕчĕк, нумай лаптăкпа вуçех усă курмаççĕ. Çавăнпа та, Олег Алексеевич шучĕпе, çĕр лаптăкĕ вырăнне çемьесем укçан саплаштару илмелли йĕрке вырăнлă пулмалла. Кăмăл пуррисем укçан илччĕр. Çакă бюджета йывăрлăх кӳмĕ — çав лаптăксене инфратытăмпа тивĕçтерес пулсан пурпĕр нумай тăкакланмалла вĕт.

Ачасем тенĕрен, Олег Николаев вĕсем валли тӳлевсĕр сĕт кухни йĕркелессине те сивлемест. Унччен çавнашкал кухньăсем ĕçленĕ — усăллă пулмалла.

www.hypar.ru

 



15 марта 2021
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter