Вăхăт, пандеми

Мускав вăхăчĕ Чăваш Еншĕн юрăхсăрри пирки ыйтакансене хуравланă май Олег Николаев çуллахи-хĕллехи вăхăта тавăрни вырăнсăррине татăклăн палăртрĕ.

Тĕп хуларан пĕр сехет малта пыракан Ульяновск облаçĕн тĕслĕхне вара тишкерме пулать. Ыйтăва Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те сӳтсе явасшăн. Кирек мĕнле пулсан та, Олег Алексеевич шучĕпе, халăх шухăшне шута илмелле. Ытларах йыш вăхăта улăштарасшăн пулсан — федераци саккунне улшăну кĕртме сĕнмелле.

Тӳрĕ эфир пандеми темипе вĕçленчĕ. Нумай çынна ачасен канăвĕпе çыхăннă чарусем пăшăрхантараççĕ — вĕсене пăрахăçлама май çук-и? Олег Николаев инфекци чирĕсем чӳк-раштав тата пуш-ака уйăхĕсенче вăй илнине аса илтерчĕ. Халь шăпах çавнашкал тапхăра кĕретпĕр. Çавăнпа тата кăштах тӳсмелле… Халь чăтăмлăх çитерсен ачасен çуллахи канăвĕ тĕлĕшпе чăрмавсем пулмĕç. Лару-тăрăва куçран вĕçертсен вара çуллахи лагерьсене ĕçлеттересси икĕленӳллĕ пулĕ.

www.hypar.ru

 



15 марта 2021
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter