Канаш" ТОСЭР ҫӗнӗ резидентсем пулӗҫ
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче "Канаш" ТОСЭР ӗҫ-хӗлне пурнӑҫласси ҫинчен калакан килӗшӗве ҫирӗплетекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ.
Комисси ларӑвӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Воробьев, Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов хутшӑннă. Мероприятие "Канаш" ТОСЭР потенциаллă резиденчӗсене те йыхравланă.
Чӑваш Республикин Экономика министерствине "Канаш" ТОСЭР резиденчӗсем пулса ӗҫ-хӗле пурнӑҫласси ҫинчен калакан килӗшӗве ҫирӗплетме пилӗк организацирен заявкӑсем тăратнă. Предпринимательсем Канашра социаллӑ пурнӑҫпа экономикăна аталантарса пыма хăватлă условисем пуррине ҫирĕплетнĕ.
"Халӗ Канаш администрацийӗпе площадкӑсем туса хатӗрлетпӗр. Официаллӑ протокола ҫирĕплетĕпĕр. Ҫак предприятисене резидент статусне парӗҫ. Хыҫҫӑн инвесторсене налук ҫӑмӑллӑхӗсемпе тивĕҫтереҫҫĕ", – палӑртнă Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.
Комисси ларӑвӗнче инвесторсен пилӗк заявкине пӑхса тухнă. Вĕсен проекчĕсене пĕтĕмпех ырланă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, проектсем пурнăҫа кĕрсен халăх валли 300 яхăн ҫĕнĕ ӗҫ вырӑнӗ хатĕрленĕ.
"Инвесторсен ĕҫ графикĕсене пăхăнмалла. Малалла та пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлемелле. Енчен те йывăрлăхсем кăларса тăратакан ыйтусем пулсан, тата та тӗл пулӑпӑр, калаҫӑпӑр", – палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.