Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев строительство организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ

Олег Николаев обсудил с застройщиками перспективы развития жилищного строительства в ЧувашииПуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев строительство организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ.

Федерацин  "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр" проектне пурнӑҫламалли тĕллевсем ҫинчен калаҫнӑ май, регион Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин имиджӗн чи лайӑх енӗсенчен пӗри -строительство тытăмĕ пулнине каланă.

"Строительствӑна чӑн-чӑн аталантарас тесен пирӗн малалла пӑхмалла, рынокра хальлӗхе ҫук ҫул-йӗрсене сӳтсе явмалла", - палӑртнӑ вӑл.

Сӑмахран, Олег Николаев малашлӑхлӑ ҫул-йӗрсем: аренда пурӑнмалли ҫурт-йӗр рынокĕ тата ял территорийӗсене туса лартасси тесе асăннă.

Ҫавра сӗтел хушшинче строительство отрасльӗн  пĕлтĕрхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине аталантармалли патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисене, ҫурт-йӗр хута ямалли калӑпӑшсене ӳстермелли йĕркесене сӳтсе явнӑ.

Сӑмахран, 2021-2024 ҫулсенче строительство отрасльне патшалӑх пулӑшӑвӗн шайӗнче темиҫе программа пулӗ: пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви валли инженер инфратытӑмӗ тӑвасси, "Хавхалану" программа тата ыттисем те.

Фоторепортаж



15 марта 2021
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter