Хоккей турнирĕ - Çĕнĕ Чукалта

Çитĕнекен ăрура сывă пурнăç йĕркине аталантарас, çамрăксен хушшинче хоккей вăййине сарас тĕлĕшпе Çĕнĕ Чукалта хоккей турнирĕ иртнĕ. Палăртнă мероприятие В.П. Синякова асăнса йĕркеленĕ.

Ăмăртура чи хастар командăсем вылянă. Вăйă хĕрỹ кĕрешỹре иртнĕ. Кашниех мала тухассишĕн тăрăшнă, вăй-халне шеллемесĕр вылянă. Пĕрремĕш вырăна _ Чукал ял тăрăхĕн команди, иккĕмĕш Васан ял тăрăхĕн команди тивĕçнĕ.

Чи лайăх вратарь ятне А.Ильичева панă, тапăнса вылякансен хушшинче В. Губанов уйрăмах палăрнă, чи лайăх хỹтĕлевçĕ пулмашкăн А.Ухваркин, А.Угарин тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене асăнмалăх парнесемпе тата грамотăсемпе наградăланă. Спортсменсене вĕри апатпа сăйланă.

Çĕнĕ Чукалта вырнаçнă каток пушă тăманни питĕ савăнтарать. Апла пулсан кунта ачасем те, аслă çулсенчисем те спортпа аталанни куçкĕретех.

Тĕплĕнрех



15 марта 2021
11:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter