Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Амăшĕсен канашĕн председателĕпе, «Раҫҫей лидерĕсем. Политика» конкурсăн ҫĕнтерӳҫипе Татьяна Буцкаяпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев встретился с победителем конкурса «Лидеры России. Политика» Татьяной БуцкойПуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Амăшĕсен канашĕн председателĕпе, «Раҫҫей лидерĕсем. Политика» конкурсăн ҫĕнтерӳҫипе  Татьяна Буцкаяпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Олег Николаев Татьяна Буцкая проектне пысăка хурса хакланă, обществăлла ĕҫ-хĕле хастар хутшăннине палăртнă.  Республикăна пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, тухăҫлă ĕҫленĕшĕн, хăйĕн проектне шăпах та региона халалланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Сумлă хăна Чăваш Ен пирки тĕплĕ тишкерӳ тунине асăннă, питĕ кăсăклă пулнине хыпарланă, хăйне республика килĕшни ҫинчен пĕлтернĕ. 2030 ҫулсем тĕлне регион тата та хăватланса, илемленсе, пурăнма чи хăтлă вырăн пулса тăрасса шанса каланă. «Шăпах та, хамăн проектра ҫак ыйтăва ҫутатса пама тăрăшрăм. Ӗмӗте эпӗ проекта кӗртнӗ», - тенĕ Татьяна Буцкая.     

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче  икĕ ен  Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пулӑшакан тӗрлӗ проектсем тавра калаҫнă.

Фоторепортаж



15 марта 2021
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter