Вӑрнарта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Республика районӗсемпе хулисен ертӳҫисем паян социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явма Вӑрнара пухӑнчӗҫ.

Семинар-канашлу "Август" фирмӑра иртрӗ. Ӑна ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов ертсе пычӗ.

ЧР ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова 3-7 ҫулсенчи ачасене паракан тӳлевӗн ҫӗнӗ йӗрки ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Малашне ҫак тӳлев виҫӗ тӗрлӗ пулӗ, унӑн виҫи ҫемьен тупӑшӗнчен килӗ. Ҫӗнӗ йӗркене йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене тӗллевлӗн пулӑшассине, ҫемьесене чухӑнлӑхран кӑларассине тӗпе хурса ҫирӗплетнӗ.

ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева муниципалитетсен социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвне тишкерчӗ, социаллӑ тытӑмри ҫивӗч ыйтусене палӑртрӗ, кӑҫал вӗсене татса памалли ҫул-йӗре уҫӑмлатрӗ.

Красноармейски район пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов 2021 ҫулта вӗрентӳ организацийӗсене тӗпрен юсасси ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
15 марта 2021
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter