Хусанта Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче конференци уçăлчĕ

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хусанта Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ уçăлчĕ.

Хальхи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Енрен çитнĕ делегаци те хутшăнчĕ: Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Владимир Тяпкин, Чăваш наци конгресĕн «Чăваш ялĕ» комитечĕн ертӳçи Эдуард Бахмисов тата «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ Татьяна Вашуркина.

Тутарстанри халăхсен Ассамблейин Канашĕн ĕçтăвком ертӳçи Константин Яковлев совет влаçĕ пĕтнĕренпе те халăх çыравçисен пысăк тĕл пулăвне йĕркелеменнине палăртрĕ. Çавна май Ассамблейăн çакнашкал проект пуррине каларĕ.

«Эпир Хусанта пĕтĕм тĕнчери халăх поэчĕсен форумне ирттересшĕн. Унта СНГра пурăнакан халăх поэчĕсем те килме хатĕр», — терĕ вăл. Çавăн пекех художниксемпе ĕçлеме тепĕр проект хатĕрленине те палăртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери чаплă художниксене Тутарстан çĕрĕ çинче пуçтарасшăн.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
15 марта 2021
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter