Пенси, вкладсем

Ĕçлекен пенсионерсемшĕн савăнăçлă хыпар: Олег Алексеевич Раççей Президенчĕ çитес çул пуçламăшĕнчен вĕсен пенсийĕсене те индексацилеме тытăнмашкăн хушни çинчен пĕлтерчĕ. Ветерансен тӳлевĕсене тавăрас тĕлĕшпе вара уçăмлă хурав пама тăхтарĕ: «Яланах çынсемшĕн кăмăллă сăмахсем калас килет те, анчах калаçу бюджет укçи пирки пырать — кирлĕ укçана ăçтан илмеллине ăнланмалла…»

Йывăр тепĕр тема — Чăвашкредитпромбанк клиенчĕсен укçине тавăрса парасси. Пĕрремĕш черетри вкладчиксен 89% укçа тавăрса панă — страхланă 1,4 млн тенкĕ таран вкладсене пурте илнĕ. Ыттисен панкрутлăх процедури вĕçленессе кĕтме тивет, çавăнпа республика ертӳлĕхĕ çак процедурăсене васкатма хистет. Олег Николаев пайăррăн палăртрĕ: банкăн пĕтĕм пурлăхне сутма пултарсан мĕн пур клиент укçине саплаштарма май килĕ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
15 марта 2021
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter