Çурхи шыв-шур никама та ан кăтарттăр хур

Кăçалхи хĕл нихçанхинчен те ытларах юрпа савăнтарчĕ. Паян урамра çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ хуçаланать пулин те çурпике хальлĕхе хăйĕн тивĕçне пурнăçламах пуçлаймарĕ темелле. Хирсемпе вăрмансенче, урамсенче те шурă "пустав" хулăм выртать-ха. Çапах та çут çанталăкăн шыв-шурпа çыхăннă вăхăт тапхăрĕ кăçал та сиксе юлмĕ. Çавăнпа та çурхи ейỹ сарăлса çынсене инкек ан кăтарттăр, сăтăр ан тутăр тесен шыв çулĕсене яланхи пекех маларах уçмалла, кĕпер айĕнчи пăрăхсене юртан, пăртан тасатмалла. Хăрушлăхран асăрханмалли йĕркесемпе çынсене те (уйрăмах Пăла юхан шывĕпе юнашар пурăнакансене) паллаштармалла, инкекрен сыхланмалли хатĕрсене та алă айĕнчех тытмалла. Тепленрех



16 марта 2021
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter