Республика бюджечĕн тупăш пайне 24,4 процент чухлĕ ӳстерсе пурнăҫланă

 Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Планеркăна пухăннисем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки сӳтсе явнă, кăҫалхи кăрлач тата нарăс уйăхĕсенчи ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ.  Кăҫалхи ҫулăн палăртнă тапхăрĕнче промышленноҫ производствин индексĕ 97,1 процентпа танлашнă, ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе 100,1 процента ҫитнĕ. Ҫурт-йĕрсем тăвассипе те кăтартусем ӳснĕ, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, 6,5 процент чухлĕ пысăкрах.  Суту-илӳ ҫаврăнăшĕнче те ӳсĕмсем ҫук мар, халăха тӳлевлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерессин кăтартăвĕ 0,1 процента ҫити пысăкланнă, халăхăн вăтам ĕҫ укҫи 31 пин тенкĕпе танлашнă, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен чылай пысăк.

2021 ҫулта пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăш пайĕ 11231,4 млн ҫитнĕ, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртан 24,4 процент чухлĕ пысăкрах.

Бюджет укҫипе тĕллевлĕ тата туллин усă курса пыма чĕнсе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев, тухăҫлăх тени яланах малти вырăнта пулмаллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă, хатĕрленӳ тапхăрĕ пирки чарăнса тăнă. Кăҫал ҫурхисене 290 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварма плана кĕртнине хыпарланă. «Акса хăвармалли вăрлăх ҫителĕклĕ, пахалăх шайĕ те пысăк», - тесе пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Сăмах май, патшалăх енчен куҫакан ҫăмăллăхсем пирки те асăнса хăварнă, унпа ҫĕр ĕҫченĕсем вăхăтра усă курма тăрăшнине пĕлтернĕ. Ялта пурăнакансем хушма хуҫалăха аталантарассипе курăмлă ĕҫлени куҫ кĕретех.  Вĕсене валли патшалăх енчен 100 пин тенкĕ куҫать.  Вăл тĕревпе техника туянма, вăрлăх илме тата ытти ял хуҫалăх пайĕпе ҫыхăннă ĕҫсене пурнăҫлама юрать.   «Ялсенче хушма хуҫалăха аталантарма шут тытнисен, пĕрлешсе ĕҫлеме пĕлмеллле, кооперацисем йĕркелесен, таварсене те тирпейлесе кăларма ансат, калăпăшне те ӳстерме меллĕ», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ  - вĕренӳ министрĕ Алла Салаева кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе ачасене пĕрремĕш класа епле йĕркепе йышăнмалли пирки хыпарланă.  Вăл ҫирĕп йĕркесене пурин те пăхăнмаллине чĕнсе каланă.    Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствинче ачасене пĕрремĕш класа йышăнма «Хĕрӳ лини» йĕркеленине, тĕрлĕ ыйтусем ҫине хурав илес текенсене 64-21-71 телефонпа шăнкăравласа илме май пуррине палăртнă.   Ашшĕ-амăшĕсен пăшăрханма кирлĕ мар, республикăра мĕнпур ачасене валли шкула кайма, тарăн пĕлӳ илме  пĕтĕмпех условисем пуррине тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă Чăваш Республикин вице-премьерĕ.  

Фоторепортаж



16 марта 2021
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter