Кокель вулавĕсем иртнĕ

Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче тата Турханти А. А. Кокелĕн музей çуртĕнче "Алексей Афанасьевич Кокель тата хальхи вăхăт" вулав иртнĕ. Кăçалхипе ăна 15-мĕш хут йĕркеленĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чă-ваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх ассамблейин канашĕн председателĕн çумĕ, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ Владимир Васильев профессор, "Художество фончĕ" мастерскойĕсен пĕрлешĕвĕн директорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Мудров, "Чăвашкино тата электронлă документацисен архивĕ" патшалăх киностудийĕн тĕп методисчĕ Артур Галкин хутшăннă.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, чăваш халăхĕн ассамблейин канашĕн пдедседателĕ Леонид Черкесов Кокель вулавĕсене хутшăнакансене салам сăмахĕ янă. Унта тĕпрен илсен паллă художник тата ăста педагог чăвашсен профессиллĕ ỹнер искусствин аталанăвне палăртнă.

Мероприяти пуçламăшĕнче Патăрьелĕнчи искусство шкулĕн çĕнĕ çурчĕ-пе паллашнă. Хăнасем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, Раççейри художниксен, геральдика канашĕсен членĕн Мидхат Шакировăн выставкине пăхнă.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçусенче "А.А.Кокель, Н.И.Фешин тата С.Н.Эрзя - ỹнер искусствин титанĕсем", "А.А.Кокель пурнăçĕпе пултарулăхĕ", "А.А.Кокелĕн ỹнер ăсталăхĕнчи ячĕпе пултарулăхĕ Раççей культура пурнăçĕнчи паллă пулăмсенче", "А.А.Кокель ăсталăхне чăваш художникĕсен пленарлă живопиçĕнче аталантарасси", "Ф.А.Малявин тата А.А.Кокель - ХХ ĕмĕрĕн вырăс художество шкулĕн ăста представителĕсем", "Р.В.Федоров - вырăс живопиçĕн йăлине тăсаканĕ", "А.А.Кокелĕн чăваш кинори сăнарĕ", " А.А.Кокелĕн тĕнче пленэрĕсем чăваш телевиденийĕн программинче", "Çамрăк художниксен аталанăвĕнчи А.А.Кокель пĕлтерĕшĕ" темăсене çĕкленĕ.

2007 çултанпа Турханта çулленех Кокель пленэрĕсем иртеççĕ. Вĕсене Раççей, Украина, Белорусси художникĕсем хутшăннă. 2 пин ытла ĕç ăсталанă. Коронавирус пандемине пула çеç 2020 çула сиктерме тивнĕ. Пленэрсем районта пурăнакансене интереслентереççĕ. Унта хутшăнакансен географийĕ çулран-çул анлăланать. Пленэре Патăрьелĕнчи искусство шкулĕн воспитанникĕсем явăçма пултарни те кăмăллă. Çакă вĕсене професси суйласа илес ĕçре витĕм кỹретех.

 "Мероприятие пирĕн районта ирттерни искусствăра палăрнă ăста çынсен пултарулăхне анлăн кăтартма, тавракурăма пуянлатма, çĕнĕлĕхе алла илме май парать. Ăсталăх мастерскойĕ, пленэр патшалăх е коммерци пулăшăвĕпе йĕркеленмест. Вăл обществăлла хавхаланулăх çинче тытăнса тăрать",- çирĕплетет Рудольф Селиванов.

А.А.Кокель çĕршывĕнче çакнашкал мероприяти йĕркеленин пахалăхне, пĕлтерĕшне нимĕнле хакпа та таналаштараймăн. Ăна Лев Кураков ученăй-академик пуçарса янă. Унăн тăрăшулăхĕпех музей-çурт умĕнче палăк та çĕкленнĕ.

Кокель вулавĕсем Турханта малалла тăсăлнă. Хăнасем асăну хăми умне чечексем хунă. Музей-çуртне реставрацилесси иртнĕ çулхи март уйăхĕнче вĕçленнĕ. Малалла вулава хутшăннисем Турханти культура çуртĕнче Раççей, Белорусси, Украина художникĕсен картина галерейине йĕркелемелли проекта сỹтсе явнă. Ку енĕпе кунта паха материалсем пурах

. "Тăван халăх историне, унăн культура палăкĕсене пĕлни этемлĕхĕн куçне уçать. Ку пурнăçа курма, хак пама май парать. Иртнине пĕлмеллех пирĕн. Паянхи вăл иртнин пĕтĕмлетĕвĕ",- тенĕ паллă филолог Дмитрий Лихачев.

Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май муниципалитет ертỹçи Рудольф Селиванов: "Аслă ăрурисен, талантлă çынсен пĕлĕвне, ăсталăхне çакнашкал упраса пырса историне, хамăр халăх çитĕнĕвне пĕлетпĕр эпир. Унпа ачасене паллаштарса пырса çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсене çитĕнтерме пултаратпăр", - тенĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард

Тĕплĕнрех



16 марта 2021
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter