Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ партисен депутачĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Глава Чувашии Олег Николаев встретился с представителями политических партийПуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ партисен депутачĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.  Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫитес суйлава хатĕрленесси, унпа ҫыхăннă мероприятисене тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе  ирттересси.  Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков кăҫал суйлав виҫĕ шайра ирттессине палăртнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думине депутатсене суйламалла, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те суйлав туса ирттермеллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Кĕркунне сасăлавра пĕтĕмпе муниципалитетсенче 70 ытла депутата суйламаллине асăнса хăварнă вăл.

«Палăртнă тăрăх, суйлав пирки хыпарсене ҫĕртме уйăхĕн варринче  тĕплĕнрех пĕлтерме тытăнĕҫ. Малтанхи пекех виҫĕ кун хушшинче халăхăн депутатсемшĕн сасăлама тивĕ. Кун пек ĕҫе йĕркелесе ирттерни ҫынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, ҫĕршывра алхасакан усал чир-чĕртен сыхланма май парать. Инкеке пĕлме ҫук, тепре чухне ăнсăртран та ҫапса хуҫма пултарать, апла пулсан, кулленхи пурнăҫра тăтăшах профилактика мерисем ҫинчен никамăн та манмалла мар. Кăшăл вирус амакĕ такама та ерме пултарĕ», - тесе асăрхаттарса каланă хăйĕн сăмахĕнче Александр Цветков. «Тепĕр ыйту пирки те манма юрамасть – сасăлава цифра ҫине куҫарасси. Мĕнпур сасăлав участокĕсене  100 процент таран видеосăнавпа тивĕҫтермелле», -  тесе палăртнă сăмаха пĕтĕмлетсе Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Ольга Никонова тĕрлĕ партисене регистрацилемелли ҫирĕп йĕркепе паллаштарнă, палăртнă ведомство регионти мĕнпур партисен ĕҫ-хĕлне ҫивĕч тĕрĕслесе тăрасси пирки хыпарланă.   Паянхи куна илес пулсан, республикăра пурĕ 23 парти пĕрлешĕвне шута илсе регистрациленине каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăри мĕнпур партисен ĕҫĕсем социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне, обществăлла ĕҫе пысăк витĕм кӳнине каланă, суйлавра пурин те ҫирĕп йĕркесене пăхăнмаллине, саккунсене пăсма юраманнине асăрхаттарса хăварнă. Тепре чухне пулкалать, хăшĕсем йĕрке пăсма хăтланаҫҫĕ, кун пек пачах та тума юраманнине ҫирĕп палăртнă вăл, йĕрке пăсакансене яланах явап тыттарĕҫ тенĕ.

Фоторепортаж



17 марта 2021
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter