Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвне ирттернĕ

Олег Николаев провел заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской РеспубликеПуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвне ирттернĕ.

Ларура право хуралĕнче тăрăшакансен 2020 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Комиссийĕн пайташĕсем  коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе йĕркелесе ирттернĕ ĕҫсене тишкернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн коррупципе кĕрешмелли политикăна пурнăçлакан пайĕн пуçлăхĕ Петр Куприн общество шухăшне пĕлес тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ социологи  тĕпчевĕ пирки хыпарланă. «Мероприятине сахал мар организаци хутшăннă, 200 яхăн вĕсен шучĕ», - тенĕ вăл. «Ыйтăмра ытларах халăх взятка пирки хирĕҫлет, кăтарту 97 процентпа танлашать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Апла пулсан, ҫынсем йĕркесĕрлĕхе кăмăл туманни куҫ кĕретех. Кун пирки ҫирĕплетсех каланă Петр Куприн.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  туянусен ҫĕнĕ тытăмĕ пирки чарăнса тăнă.  Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ кӳнĕ чухне коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас, тупса палăртас тата пĕтерес тĕлĕшпе  чылай мерăсем йышăннă.  «Шăпах та, ҫак ҫӳлерех палăртнă ҫĕнĕлĕх  те коррупци тăвас ĕҫрен пăрать», - тенĕ Ертӳҫĕ.  «Тухăҫлăх тени те малти вырăна тухать. Хаксене малтанхи шайрах тĕрĕслеме май пур, условисем ҫителĕклĕ ҫапла тума», -   палăртса каланă вăл.   Республика бюджетĕнчен укҫана ĕҫе пурнăҫлакансем патне вăхăтра куҫарса пани те аван. Финанс пулăшăвне тивĕçнисен ку укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла, çакăн пирки отчет памалла. Палăртнă тĕллевсемпе усă курмасан ăна каялла патшалăха тавăрса пама тивет.  Кирек-епле ĕҫе те ҫирĕп йĕркене пăхăнса пурнăҫласан, унта пачах та кĕтменлĕхсем сиксе тухмĕҫ. Предпринимательсен хăйсем çине илекен обязательствăсене вăхăтра  пурнăҫламалла. Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ. Малашне те регионта коррупципе кĕрешес тĕллевпе тĕрлĕ профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттересси малти вырăнта пулмалла тенĕ ларăва пухăннисем. Паян ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж



17 марта 2021
17:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter