Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче промышленноç продукцийĕн саккуна пăсса йĕркеленекен çаврăнăшне хирĕçле ĕçлекен республика комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Олег Николаев провел заседание Комиссии по противодействию незаконному обороту промышленной продукции в Чувашской Республике Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Правительство çуртĕнче промышленноç продукцийĕн саккуна пăсса йĕркеленекен çаврăнăшне хирĕçле ĕçлекен республика комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем спирт таврашĕпе ҫыхăннă таварсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Пирус таврашĕ ҫинчен те уйрăм ыйтусем кăларса тăратнă.  «Табак продукцийĕн саккуна пăхăнмасăр сарнă çаврăнăшне чарса лартасси çинчен» ыйтупа республикăри Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ доклад тунă.  Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вера Головач саккуна пăсса табак продукцийĕ сутнă тĕслĕхсем çинчен пĕлтернĕ.

 Обществăлла вырăнсенче халăха  пахалăхлă апатлантарасси ыйту кун йĕркинчех. Апла пулсан, вăл учрежденисенче те яланах ҫирĕп йĕркесене пăхăнса ĕҫлемеллине чĕнсе каланă палăртнă ведомство представителĕсем. Кальян таврашне пачах та туртма юраманнине асăрхаттарнă комисси пайташĕсем. «Халăхран чылай ҫăхав килет. Обществăлла апатлану вырăнĕсене нумай чухне ҫынсем ачасемпе килме юратаҫҫĕ, унта вара йĕрке хуҫаланмалла», - тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Алкоголь тата спирт тытакан продукцие саккуна пăхăнмасăр сарассине хирĕçле мероприятисем пурнăçласси çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă специалистсем. Ятарлă палăртнă служба ĕҫченĕсене ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ. «Шалти ĕҫсен пайĕнче тăрăшакансен тимлĕхе самантлăха  та  ҫухатма юрамасть», -  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланмалла, кăна пурин те яланах асра тытмалла.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче ытларах  ЕГАИС тытăмĕ пирки чарăнса тăнă.  «Шăпах та, ку паллă эрех-сăра пайĕнчи лару-тăрăва анлăн сăнаса тăма витĕм кӳрет», - тенĕ вăл. «Тăтăшах специалистсем йĕрке пăсакансем патне тухса тĕрĕслеҫҫĕ, хальлĕхе 4 организацине лицензи парассине пăрахăҫлама йышăннă», - хушса каланă вице-премьер.  Палăртнă ведомство кăрлачпа нарăс уйăхĕсенче пĕтĕмпе 45 тĕрĕслев йĕркелесе ирттернĕ. Йĕрке пăсаканнисене тупса палăртнă, явап тыттармалла тунă.  Роспотребнадзор Чăваш ЕНри Управленийĕнче вăй хуракансем те лару-тăрăва сăнасах тăни куҫ кĕретех.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕрĕслевсене ирттермелли ҫирĕп алгоритм туса хатĕрлемеллине палăртнă.  Саккунсăр майпа таварсене сутакансене вăхăта вăраха ямасăрах ҫийĕнчех тупса палăртмаллине, явап тыттармаллине чĕнсе каланă.    

Фоторепортаж



17 марта 2021
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter