Кайран намăс ан пултăр…

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун Правительство çуртĕнче политика партийĕсен представителĕсемпе курнăçрĕ.

Чăваш Енре политика партийĕсен 23 уйрăмне регистрациленĕ. Пурте мар, анчах нумайăшĕн представителĕсем тĕлпулăва килнĕ. Калаçу тĕпрен илсен авăн уйăхĕнче иртмелли суйлав тавра пулчĕ. Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалла. Олег Николаев пухăннисене суйлав кампанине тӳрĕ кăмăлпа, йĕркеллĕ ирттерсе яма чĕнсе каларĕ: «Кайран пĕр-пĕрне куçран пăхма именмелле ан пултăр». Влаç вара çакна тивĕçтерме хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тăвĕ.

Пухăннисем сасăлав тĕрĕслĕхне, уççăнлăхне тивĕçтермелли сĕнӳсем пачĕç, регион ертӳçи вĕсене шута илме шантарчĕ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
17 марта 2021
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter