Лана Прусакова АПШра кӗмӗл медале тивӗҫнӗ

Чӑваш Енри икӗ спортсмен Фристайл енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӗсем — олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнчи фристайл уйрӑмӗн воспитанникӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев.

Виза илес енӗпе йывӑрлӑх пулнӑран спортсменсем АПШна кая юлса тухса кайнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем «слоуп-стайл» ӑмӑртӑвне хутшӑнайман.

Фристайлӑн «биг-эйр» дисциплининчи ӑмӑртура Раҫҫейри икӗ спорстмен малти икӗ вырӑна йышӑннӑ. Мускаври Анастасия Таталина ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, Лана Прусакова – кӗмӗл. Тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей спортсменӗсем «биг-эйр» дисциплинӑра малти вырӑна тухни пулман.

«Ҫӗнтернине халӗ те ӗненес килмест! Мана шаннӑшӑн тата ӗненнӗшӗн пурне те пысӑк тав! Йывӑр ӗҫ хакне кӑларчӗ! Эпӗ питех те телейлӗ! Хам пултарнине йӑлтах турӑм», – тесе ҫырнӑ ентешӗмӗр Инстаграмра.

Дмитрий Мулендеев тата Раҫҫейри тепӗр спортсмен Дмитрий Макаров ӑмӑртӑвӑн финалне лекеймен.

Тӗплӗнрех



18 марта 2021
07:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter