Ольга Австрийскаян «Пĕчĕкçĕ шевле» сăвăсен кĕнеки пичетленнĕ

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Ольга Австрийскаян «Пĕчĕкçĕ шевле» кĕнеки кун çути курнă.

Ку кăларăм вулакана тÿрех хăйне евĕрлĕхĕпе тыткăнлать. Ăна тепĕр енне çавăрсанах алла пач урăх кĕнеке лекнĕн туйăнать. «Я – маленькая точка во Вселенной» тенĕ унта. Çапла, кĕнеке икĕ пайран тăрать: пĕринче – чăвашла сăвăсем, тепринче – вырăсла.

«Пĕчĕкçĕ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» – Ольга Австрийская çамрăк çыравçăн поэзи тĕнчине уçса кĕртекен кăларăм. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кăларăма Н.В. Андреева илемлетнĕ, редакторĕ – О.Л. Федорова. Ку вăл – кутăн-пуçăн çавăрса вуламалли кĕнеке. Хĕвел шевлиллĕ хуплашка айĕнче чăвашла çырнă сăвăсене пĕрле пухнă.

Кĕнекене уçсанах вулакан авторпа тĕплĕн паллашма пултарĕ. «…Чăвашла çырнă пĕрремĕш сăввăм анне çинчен пулнăн туйăнать, анчах куна çирĕплетсех калаймастăп», – тет вăл. Кунта çакна палăртса хăвармалла: О. Австрийская пĕчĕклех сăвăсем çырса республикăри хаçат-журнал редакцисене ярса панă. «…Вырăсла сăввăм темшĕн-çке лама çинчен пулнă. Ăçта илтнĕ эп ун çинчен – пĕлместĕп, мĕншĕн çак чĕрчун çинчен сăвăлама шут тытни – хамшăн та пысăк вăрттăнлăх. Ансат, айванла сăвăсем татах та çырма хăтланнă, хăшĕ-пĕри пичетленнĕ те-çке», – тесе палăртать вăл. Эппин, Ольга Австрийская çыравçă пуласси ачаранах паллă пулнă ĕнтĕ. Каярах вăл Петĕр Ялкир патне çыру çырнине каласа парать. Мĕн тĕллевепе чăрмантарнă-ши паллă писателе пулас поэт, тата лешĕ мĕн хуравланă – куна кĕнеке умсăмахĕнче вуласа пĕлме кăсăклă.

www.hypar.ru

 



18 марта 2021
07:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter