Çамрăксем çĕнтерӳçĕсенчен тĕслĕх илеççĕ

Олег Николаев встретился со спортсменами сборной Чувашии по вольной борьбеЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕрешӳ енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнчен медальсемпе таврăннă спортсменсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулчĕ.

Олег Алексеевич каланă тăрăх, республикăра спорта аталантарас тата спортсменсене лайăх услови туса парас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. «Çитĕнӳ никамăн та тӳрех пулмасть. Спортсменсем куллен тренировкăсенче вăй-хала шеллемесĕр ăсталăха аталантараççĕ. Çĕнтерӳçĕсем çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ, вĕсене спортпа туслашма хавхалантараççĕ», — терĕ вăл. ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн ертӳçи Николай Гаврилов пĕлтернĕ тăрăх, арçын кĕрешӳçĕсем кунашкал кăтартусемпе юлашки хут 80-мĕш çулсенче палăрнă. Çав тапхăртанпа ăмăртусенче чăваш каччисем пысăк çитĕнӳсемех тăвайман.

Аса илтеретпĕр, Сергей Козырев ăмăртура 125 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăннă, унăн юлташĕ Знаур Коциев тепĕр ушкăнра виççĕмĕш пулнă. Вĕсене Арсен Келехсаев тренер вĕрентсе пырать. Вăл Чăваш Енре спорта аталантармалли майсем пысăк пулнине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Фоторепортаж



18 марта 2021
07:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter