Хусанта Тутарстанри чӑваш наци культурин автономийӗн конфеернцийӗ иртнӗ

Тутарстанри чӑваш наци культурин автономийӗ Хусанта отчетпа суйлав конференцине ирттернӗ. Унта Тутарстан президенчӗн наци политикин департаменчӗн шалти политика енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри Ассамблея Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, чӑваш хаҫачӗсен элчисем тата ыттисем хутшӑннӑ.

Данил Мустафин республикӑри чӑваш обществи чӑваш культурине, чӗлхине упрас тата аталантарас тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫленине каланӑ. Константин Яковлев общество ӗҫне ачасемпе ҫамрӑксене явӑҫтарни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Владимир Тяпкин Тутарстанри чӑваш обществин хастарӗсене чӑваш чӗлхипе культурине упрас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑшӑн тав тунӑ, Тав хучӗсем панӑ.

Тутарстанри чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин автономин 2017–2020 ҫулсенчи ӗҫӗ пирки доклад тунӑ. Тухса калаҫнисене итлесен организаци Уставне сӳтсе явнӑ, Канаш, ревизи комиссийӗн пайташӗсене, автономи председательне, унӑн ҫумне суйланӑ. Председатель тивӗҫне Дмитрий Самаренкинах шаннӑ.

 



https://www.chuvash.org/news/28104.html
18 марта 2021
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter