Чӑваш Енре кăшăл вирус инфекцийӗнчен 33 пин ытла ҫынна прививка тунă

В Чувашии от коронавирусной инфекции привиты более 33 тысяч человекПуш  уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче усал чир-чĕр регионта ытти чухнехи пекех пĕр шайра тăнине палăртнă.  Ҫав хушăрах халăх юлашки вăхăтра кăштах йĕрке пăсни сисĕнкелет тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Чирлисен шучĕ ытти чухнехинчен ӳсни сисĕнкелет тенĕ сăмаха ҫавăрса.  Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн специалисчĕ палăртнă тăрăх, енчен те малтанхи эрнере ку усал чирпе чирлекенсен шучĕ  кунне 39  иртмен пулсан, халĕ ҫак кăтарту 49 танлашнине хыпарланă.

«Ҫурхи кунсем инкек ан илсе килччĕр тесессĕн, пурин те профилактика йĕркисене ҫирĕп пăхăнмалла», - тесе хушса каланă вăл.

Республикăри лару-тăрупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш ҫумĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Кизилов тĕплĕн паллаштарса хăварнă. Паянхи куна илес пулсан, пурĕ регионта чирлисене валли 1195 койка хатĕрленĕ.  Вунă сиплев учрежденийĕнче усал чирпе аптракансене йышăнаҫҫĕ.  Халĕ сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пĕтĕмпе ҫак ҫӳлерех палăртнă усал амак чирĕнчен 912 ҫын сипленет.   

«Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен  пуҫласа хулари БСМП больницинче кăшăл вирус чирĕпе аптракансене йышăнма ятарлă пӳлĕмсем йĕркеленине пăрахăҫлама йышăннă.  Ҫитес эрнерен вăл учреждени маларахри тапхăрти пек графикпа килĕшӳллĕнхăйсен ĕҫне малалла тăсма пуҫлĕ», - тесе пĕлтернĕ ведомство ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  

Прививка тăвас ĕҫ те кун йĕркинчех. Паянхи куна илес пулсан, республикăра 33 пин ытла ҫынна усал чиртен сыхланас тĕлĕшпе прививка туса ирттернĕ. Палăртса хăваратпăр, регионта «Спутником V» прививка хыҫҫăн вăраха кайса чирлекенсем пачах та пулман. Кун пирки специалистсем пĕрре мар ҫирĕплетнĕ.  Пуш уйăхĕ вĕҫлениччен тата та 17 пин те 300 доза вакцина региона килсе ҫитĕ.   Авăн уйăхĕ вĕҫлениччен мĕнпур халăхран 60 процентне прививка тума плана кĕртнĕ.

Паянхи ларура ачасен ҫуллахи канăвне усăллă ирттерессипе ҫыхăннă мероприятисем пирки те чарăнса тăнă.  Кирек-епле ĕҫе те ҫирĕп йĕркесене пăхăнса йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă специалистсем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ министрĕ Алла Салаева ачасене канма путевкăсемпе тивĕҫтерес ĕҫ республикăра пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуҫланасса пĕлтернĕ.

«Лагерьсене тулли тултармалла. Пушă, ҫапкаланса ҫӳрекен шăпăрлансем пулмалла мар, вĕсене пурне те шута илмелле, мероприятисене явăҫтарма тăрăшмалла. Тимлĕх тени яланхи пурнăҫри пек малти вырăнта тăмалла. Роспотребнадзор патне ыйтса ҫырупа тухнă. Кану учрежденийĕсене ҫуллахи вăхăтра тулли тултарма йышăну тăвасси пирки сӳтсе явнă», - тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă ведомство ертӳҫи.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ачасене валли хăтлă условисем канма йĕркелесе памаллине палăртнă. Вăхăта усăсăр никамăн та ирттермелле мар. Кашни ача тавра курăмлăха ӳстертĕр, сывлăхне ҫирĕплетĕр тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ. «Хăрушсăрлăх мерисем пирки те манма юрамасть, кулленех аса илтерсех тăмалла», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Фоторепортаж



19 марта 2021
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter