Соцконтрактсем – çемьесене пулăшма

Пандемие пула ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру çивĕчленни паллă. Ĕçсĕрлĕх пĕр самантра 7 хут таранах пысăкланса кайнине аса илтерчĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче. Ăна чакарма пултарнă.

Ĕçсĕрлĕх тенĕрен, вăл граждансемпе социаллă контрактсем туни нумай çемьене пулăшма май панине çирĕплетрĕ. Кăçалтан соцконтрактсене килти хушма хуçалăха аталантармашкăн та тума юранине шута илсен, çак пулăшу мерипе усă куракансен шучĕ пысăкланасса шанни вырăнлă.

Ял хуçалăхĕ аван ĕçлени савăнтарать: тĕш тырă культурисен тухăçĕ рекорд шайĕнче. Пăшăрхантараканни — промышленноç производствин индексĕ пĕчĕкленни, вăл 97,6% танлашнă. Раççейре çак кăтарту пирĕннинчен те ытларах чакни, паллах, лăпланмалли сăлтав мар. Канашри ТОСЭР вăй илсе пыни промышленноç хăватне хушма тивĕç. Унта 1,5 пин ĕç вырăнĕ пулмалла. Çак кунсенче кăна унти çĕнĕ 5 резидента палăртнă, çитес вăхăтра тата 4 пулмалла. Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони туса хурас енĕпе те ĕçлеме пуçланă — кăтартăвĕсене çывăх вăхăтрах курăпăр.

www.hypar.ru

 



19 марта 2021
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter