Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2020 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тĕплĕн паллаштарнă

Олег Николаев выступил с отчетом о деятельности Правительства Чувашской Республики за 2020 годПуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2020 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тĕплĕн паллаштарнă.

Вăл Чăваш Ен Правительстви палăртнă тапхăрта  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрле сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем пурнăҫланине палăртнă. 2020 ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем наци проекчӗсене тата патшалӑх программисене тухӑҫлӑ пурнӑҫлассине, хӑтлӑ хутлӑх туса хурассине, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассине, пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерессине тата граждансене социаллӑ пулӑшу парассине тивӗҫтересси пулнине каланă Пуҫлăх. «Республикăра лару-тӑрӑва ҫӗнетме тата кӑтартусене лайӑхлатма Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине туса хатӗрленӗ», - тенĕ хушса сăмаха.

 «Патшалăх программисемпе те анлă ĕҫленĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫлас тĕлĕшпе курăмлă ĕҫсем тунă. Халăхăн пурăҫ условийĕн шайне лайăхлатнă, республикăри район тата хуласен сăн-сăпатне лайăх енне улăштарма тăрăшнă, тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем чылай хута янă», - тенĕ вăл. 

Палăртма кăмăллă, регионта социаллă сферăри объектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе курăмлă ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех. Ҫул-йĕрсем хута янă, ҫынсене пурăнма хăтлă условисем йĕркеленĕ.

Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн республикăра 2020 ҫулта хоккей вылямалли центр хута янă. Ача сачĕсем –7, икĕ шкул, культура ҫурчĕсене – 3, ФАПсем пĕтĕмпе саккăр ҫĕклесе лартнă.    Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртнĕ, 80 ҫухрăм ытла ҫĕнĕ ҫулсем сарнă.

«Социаллă пĕлтерĕшлĕ тӳлевсене пурне те упраса хăварнă. Тата та ҫĕнĕ ҫăмăллăхсем чылай пăхса хунă. Пĕр сăмахпа каласан, йывăрлăх тӳсекеннисене валли – патшалăх енчен самай тĕрлĕ ҫăмăллăхсем куҫаҫҫĕ», - тенĕ регион Ертӳҫи.    Ҫак ĕҫсене пĕтĕмпех федерацин ҫăмăллăх мерисене тĕпе хурса, регион шайĕнче  паха условисем йышăннă. Социаллă тӳлевсене индексацилени те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Ачаллă ҫемйесене патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе тивĕҫтересси  тӗп приоритетӗсенчен пӗри шутланать.  Республикӑра нумай ачаллисем патне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.   Республикăра амăшĕн капиталне ӳстернĕ, унăн виҫи 150 пин тенкĕпе танлашать. Виҫĕ ҫултан пуҫласа ҫичĕ ҫула ҫитнĕ шăпăрлансене валли те уйăхсерен патшалăх енчен укҫан пулăшу куҫать.  Шкула кайма ачасене хатĕрлеме пĕр хутчен укҫан парса пулăшасси те туллин пурнăҫланать республикăра.  Енчен те ҫемьере пиллĕк е тата ытларах ача ҫитĕнет пулсан, вĕсене валли транспорт налукне тӳлеме ятарлă пысăк ҫăмăллăх пур.  Социаллă контрактсен витĕмлĕхĕпе  патшалăх енчен куҫакан   социаллă пулăшусемпе усă курăнакан  майсене анлăлатнă. 

Ял хуҫалăх пирки калас пулсан та, ҫитĕнӳсем ҫук мар. Чăваш Ен иккĕмĕш ҫул ӳсен-тăран акса ҫитĕнтерессипе ҫĕршывра чи малта пыракан субъект шутĕнче тăрать.  2020 ҫулта пĕрчĕллĕ культурăсене маларахри ҫултан 28,5 процент ытларах пухса кĕртме май килнĕ. Кун пек пысăк ҫитĕнĕве агропромышленноҫ пайĕнче тăрăшакансем тахҫантанпах курманччĕ-ха. Рекордлă кăтарту тесен те йăнăш пулмĕ.  «Пур-ха ҫавăн пек фермерсем, отчет тенине тĕплĕн ҫутатса памаҫҫĕ. Тавар калăпăшне те тепĕр чухне тĕрĕсех мар кăтартма хăяҫҫĕ», - тесе асăнса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ. «Ку ыйтупа анлăрах ĕҫлемелле район администрацийĕсен пуҫлăхĕсен», - тесе хушса каланă Ертӳҫĕ.

Тарăн доклад тунă хыҫҫăн, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ депутатсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă. Калăпăр, Инна Исаевăна вĕрентӳ тытăмĕ кăсăклантарнă. Шкулсен пурлăхпа техника базине тĕпрен ҫĕнетсе пыма витĕм кӳнĕшĕн республика Пуҫлăхне ырласа тав тунă. Ҫав вăхăтрах юсав тумалли ĕҫсем пирки те чарăнса тăнă депутат, ку енĕпе лару-тăру епле пулса пырасси пирки ыйтса пĕлнĕ унран. Ҫитес пиллĕк ҫул хушшинче тĕпрен юсав ĕҫĕсене мĕнпур юрăхсăра тухма пуҫланă шкулсенчен ҫуррине туса ирттермеллине палăртнă регион Ертӳҫи.   «Инфратытăма ҫĕнетсе пырас ыйту кулленхи ĕҫ планĕнчех тăрать», - тесе каланă Пуҫлăх. «Регионта пĕр шкул та тимлĕхсĕр юлмĕ. Куншăн никамăн та пăшăрханма кирлĕ мар.  Ятарлă стандарта ҫирĕплетнĕ. Апла пулсан, вĕренӳ учрежденийĕсене туллин ҫĕнетсе ҫитерĕпĕр», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев.  Депутатсен тата та ытти ыйтусем пулнă, вĕсем кашнинпех тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ.

Фоторепортаж



19 марта 2021
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter