Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата сирес тӗлӗшпе ӗҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

В Чувашии обсудили меры по обеспечению безаварийного пропуска паводковых водҪурхи кунсем ҫывхараҫҫӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май тавралӑха шыв илес хӑрушлӑх та ӳсет.

Ейӳ тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярассине паян чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата сирес тӗлӗшпе ӗҫлекен комиссин республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынӑ ларӑвӗнче сÿтсе яврĕç. Кӑҫал юр хулӑнӑшӗ те, шӑннӑ ҫӗр сийӗ те, ытти кӑтарту та маларахри ҫулсемпе танлаштарсан пысӑкрах. Ҫавӑнпа ейӳ йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пуҫласси куҫкӗрет. Сӑмахран, 17 муниципалитетра ялсене шыв илес хӑрушлӑх пур. Районсен администрацийӗсен ертӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти ҫулсенчи лару-тӑрӑва шута илсе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑ. ЧР ҫут ҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Воробьев пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳпе кӗрешмелли ӗҫсен планне хатӗрленӗ, яваплӑ ҫынсене ҫирӗплетнӗ, республикӑри лару-тӑрӑва 5 гидропост сӑнаса тӑрать.

Ҫуркунне ҫавӑн пекех пушарсен шучӗ те ӳсет. Уйрӑмах хӑрнӑ курӑка ҫунтарнӑран час-часах инкек сиксе тухать. Олег Николаев ҫакӑншӑн айӑплисене тупса палӑртса явап тыттарассине вӑйлатмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

www.hypar.ru

Фоторепортаж



19 марта 2021
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter