Ĕçсене вĕçне çитермеллех

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ.

Тĕрĕссипе, докладра палăртнă ĕçсенчен нумайăшĕ пирки «Хыпар» çырнă, вулакан вĕсем çинчен пĕлет, çавăнпа тĕплĕн каласа пани кирлех те мар пуль. Çапах уйрăм самантсем çинче чарăнса тăмаллах. Олег Николаев çитменлĕхсем çинчен те калаçасси çинчен асăрхаттарнине шута илсен — пушшех…

Хăйĕн сăмахне вăл депутатсене ĕç тăвакан влаçпа алла-аллăн ĕçленĕшĕн тав тунинчен пуçларĕ. Ĕçтешлĕх пандеми йывăрлăхне сирес тĕлĕшпе те, социалллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине, унăн никĕсĕ çинче аталану стратегине хатĕрленĕ чухне те чăн тĕрев пулса тăнă.

Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ пĕлтĕр 76,6 миллиард тенкĕпе танлашнă — виçĕм çулхинчен 14,9% пысăкрах. Ĕçе яраймасăр юлнă укçа пысăк мар, унпа кăçал усă курасси пирки Мускавпа калаçса татăлнă — чăрмавсем пулмĕç. Республикăн хăйĕн пĕлтĕр ĕçе хывайман укçи те çухалман — кăçал усă курĕç.

Наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн тӳрре кăларайман ĕçсен шутĕнче — филармони çурчĕн реконструкцийĕ. Олег Алексеевич пытармарĕ: ĕçсене пĕлтĕр вĕçлемелле пулнă — мехел çитереймен. Кăçал вĕçлемеллех.

Иртнĕ çулхи тăкаксен пысăк пайĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине регион ертӳçи пусăм тусах палăртрĕ. Çав шутра социаллă тӳлевсене индексациленĕ, республикăн амăшĕн капиталне 150 пин тенкĕ таран пысăклатнă, ачасене шкула ямашкăн хатĕрлеме 5-шер пин тенкĕ панă. Çак тăкаксем валли бюджетран пĕтĕмпе 12,3 миллиард тенкĕ уйăрнă.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
19 марта 2021
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter