Çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтермелле

Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр строительстви чакни çинчен каланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ял ипотеки çинче чарăнса тăчĕ.

Пĕчĕк процентпа кредит уйăрассине йĕркеленĕ, анчах Чăваш Енри ялсенче ипотекăпа туянма çĕнĕ çуртсем çук иккен. Ку енĕпе ĕçлемелле. Çав шутра — нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр майпа панă çĕр лаптăкĕсенче те. Авари пулма пултаракан çуртсенче пурăннă çынсене иккĕмĕш рынокри хваттерсемпе, кивелме пуçланăскерсемпе, тивĕçтернине вара регион ертӳçи ырламасть. Строительство министерствине вăл çак категорие çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме тăрăшмалли çинчен асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru

 



19 марта 2021
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter