Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче Олег Николаев Шупашкарти Университет микрорайонĕнчи çул строительствипе çыхăннă пăтăрмаха та уçăмлатрĕ

Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче Олег Николаев Шупашкарти Университет микрорайонĕнчи çул строительствипе çыхăннă пăтăрмаха та уçăмлатрĕ.

7 метр сарлакăш çул тунă, анчах унăн çурри пысăк вольтлă электролинин сыхлăх зонине лекнĕ иккен — усă курма юрамасть. Çавăнпа халь çулăн çуррине кăна уçнă. Тепĕр çурри вара хупă.

Ку ыйтупа республика Пуçлăхĕ канашлу та ирттернĕ, Строймина ыйтăва татса пама хушнă. Строительство министрĕ Александр Героев каланă тăрăх, сывлăшри линин сыхлăх зони пысăкрах, çавăнпа линие çĕр айĕпе ярасшăн - хайхи зона ансăрланать. Çапла тусан çул сарлакăшĕпех хута кĕрĕ — трасса строительствине хывнă укçа сая каймĕ.

Апла пулин те, паллах, автоçула электролинин сыхлăх зонинче проектлани тĕлĕнтерет — тивĕçлĕ ведомствăсем ăçта пăхнă?

www.hypar.ru

 



19 марта 2021
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter