Нарӑс уйӑхӗнче чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 36 пин мӑшӑр ытла тунӑ

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн нарӑс уйӑхӗнчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир аванрах ӗҫлерӗмӗр: кӑрлач уйӑхӗнче 28 пин патнелле ҫеҫ тума ӗлкӗртӗмӗр пулсан, нарӑсра вара — 36 760 мӑшӑр.

Иртнӗ уйӑхра эпир Василий Ажаевӑн «Мускавран инҫетре» романӗпе (ӑна мӑшӑрласа пӗтернипе танах ӗнтӗ), Иван Козловӑн «Крымра вӑрттӑн ӗҫлени» хайлавӗпе (мӑшӑрласа пӗтернӗ), Максим Горькийӗн «Артамоновсем» повеҫӗпе (мӑшӑрлассин ҫурри юлать — тӑватӑ сыпӑкран иккӗшне хатӗрлесе ҫитернӗ) тата ыттисемпе ӗҫлерӗмӗр. Ҫавӑн пекех Анатоль Франсӑн пысӑках мар «Крэнкбиль» хайлавӗ мӑшӑрланасса кӗтет (текста юсанӑ), Владимир Немцовӑн «Шыв тӗпӗнчи ылтӑнӗн» тата Вильям Козловӑн «Чул утрав президенчӗн» тексчӗсем хальхи вӑхӑтра юсанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех малалла эпир Валентин Катаевӑн «Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ» хайлавпа, Ада Чумаченкон вырӑссен аслӑ ҫулҫӳревҫи Миклухо-Маклай ҫинчен ҫырнӑ «Уйӑх ҫынни» повеҫпе, Михаил Водопьяновӑн «Валерий Чкалов» тата «Поляр лётчикӗ» хайлавсемпе ӗҫлесшӗн. Этель Войничӑн «Пӑван» романӗ те хӑйӗн вӑхӑтне кӗтет.

Иртнӗ уйӑх ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май нарӑсра пирӗн кӑтартусем мӗнлерех ӳснине те палӑртмасӑр хӑварар мар: текстсен йышӗ 2060 ҫитрӗ (уйӑх хушшинче +28), пуплевӗшсен йышӗ халь 781 пин те 319-па танланать (+39 609). Корпусри сӑмахсен йышӗ вара 8 миллионтан иртрӗ — халь пирӗн унта 8 040 584 cӑмах (+370 531).

Тӗплӗнрех



02 марта 2021
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter