Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳлĕхĕпе тата тӗрлӗ фракцийӗсен представителӗсемпе ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии обсудил с депутатами Госсовета республики вопросы уточнения регионального бюджетаПуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  Чăваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳлĕхĕпе тата  тӗрлӗ фракцийӗсен представителӗсемпе  ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ, Чăваш Республикин 2021-2023 çулсенчи бюджет çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине сӳтсе явнă.

Регион Пуҫлăхĕ депутатсене сывлăх суннă, пĕрле пухăнса кулленхи тĕп ыйтусене  сӳтсе явасси лайăх практика пулнине палӑртнă. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан отчета Чӑваш Республикин  Патшалăх Канашĕн черетлӗ ларӑвӗн  кун йӗркине кӗртме сӗннĕ.

Республика парламенчӗн спикерӗ Альбина Егорова Чӑваш Республикин Патшалăх Канашĕ пурнӑҫлама палӑртса хунӑ мероприятисен планӗ ҫинчен каласа кăтартнă.  Республика саккунӗсене лайӑхлатас тĕлĕшпе, актуаллă ыйтусене ҫийĕнчех татса парас тесе "ҫавра сӗтелсем", уҫă калаҫусем ирттересси пирки хыпарланă.  "Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ янă  Ҫырӑвне пурнӑҫланӑ шайра эпир вӑтӑра яхăн мероприяти пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне Чӑваш Республикин сакӑр саккунне улшӑнусем кӗртес тӗлӗшпе те ĕҫсене йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ", –  тенĕ Альбина Егорова.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ - финанс министрӗ Михаил Ноздряков республика хыснин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн 2021 ҫул валли бюджет  6,2 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳснине, пĕтĕмĕшле вăл 67,7 миллиард тенкӗ пулнине палӑртнӑ. Республика бюджечӗн тӑкакӗсем 7 миллиард ытла ӳсеҫҫӗ, вăл пĕтĕмпе 71,4 миллиард тенкӗ пулать.

Улшӑнусем кĕртнĕ хыҫҫăн наци проекчӗсене пурнӑҫлама 1036,1 миллион тенкӗ чухлӗ хушма укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

3 миллиард тенкӗ ытла хушма укҫа-тенкӗ вӗренӳ сферине, картиш территорийӗсене тирпей-илем кӗртмелли программӑна пурнӑҫлама, ял хуҫалӑхне, ҫул-йӗр хуҫалӑхне пулӑшма тата аталантарма, социаллӑ политикӑна  валли те сахал мар тĕрев пуласси куҫ кĕртех.

"Республика Пуҫлӑхӗ Ҫырура социаллӑ тӳлевсене индексацилеме хушнă, ҫак тӗллевсем валли те проектра шута илнӗ", - палӑртнă Михаил Ноздряков.

"Ҫапла шутлатӑп, эпир саккун проектӗнче шайлашу тупма пултартӑмӑр, бюджет укҫи-тенкин хӑш-пӗр ҫитменлӗхӗсене эпир мӗнле ҫӗнтерессине лайӑх ӑнланатпӑр. Дефицит инвестици мероприятийӗсене ӳстернишĕн ӳсет, кĕтетпĕр вӗсем малашлӑхра хӑйсен ҫитĕнĕвĕсемпе палăрасса", - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутатӗсем бюджет укҫи-тенкине социаллӑ тытăма епле тӑкакланине ыйтса пĕлнĕ Пуҫлăхран, хăйсене кăсăклантаракан самантсем пирки чарăнса тăнă.

«Улшӑнусем пĕтĕмпех çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшĕ», - тенĕ Олег Николаев. Депутатсем те саккуна кĕртме палăртакан улшăнусене ырланӑ.



02 марта 2021
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter